Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ ПАЙӖ

Ача ҫуралсан ҫемье пурнӑҫӗ мӗнле улшӑнать?

Ача ҫуралсан ҫемье пурнӑҫӗ мӗнле улшӑнать?

«Ҫӳлхуҫа панӑ еткер ҫакӑ — ывӑлсем» (Псалом 126:3).

Ача ҫуралсан мӑшӑрсенчен нумайӑшӗ хӗпӗртеҫҫӗ ҫеҫ мар, хумханаҫҫӗ те. Ача пӑхма питӗ нумай вӑхӑтпа вӑй кирлӗ пулни вӗсемшӗн кӗтмен япала пулма пултарать. Сахал ҫывӑрнине тата ҫӗнӗ туйӑмсене пула хӑш-пӗр чухне сирӗн хушӑри хутшӑнусем сивӗнме пултараҫҫӗ. Ачана лайӑх пӑхас тесен тата пӗр-пӗрин хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесен сирӗн иксӗрӗн те ҫӗнӗ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхмалла. Библири канашсем сире йывӑр килнӗ вӑхӑтра мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

1. АЧА ҪУРАЛСАН МӖН УЛШӐНАТЬ?

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Юрату нумайччен тӳсет... ырӑлӑх тӑвать». Унсӑр пуҫне, юрату «хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест» (1 Коринф 13:4, 5). Ҫамрӑк амӑшӗ хӑйӗн пепки пирки ҫеҫ шухӑшланинчен тӗлӗнмелли ҫук. Упӑшкине вара хӑй ҫинчен манса кайнӑ пек туйӑнма пултарать, ҫавӑнпа арӑмӗн ӑна валли те вӑхӑт уйӑрмаллине асра тытмалла. Арӑмӗ тӳсӗмлӗ те ырӑ пулсан, упӑшки хӑйне арӑмӗ хакланине тата ачана пӑхма хӑй те хутшӑннине туйса тӑрӗ.

«Эй арсем, эсир те арӑмӑрсене... ырӑ ӑспа пӑхса усрӑр» (1 Петр 3:7). Упӑшкан хӑйӗн арӑмӗн ача пӑхма нумай вӑй кайнине шута илмелле. Ҫӗнӗ яваплӑхсене пула вӑл канӑҫа ҫухатма, халтан кайма тата хуйха ӳкмех пултарать. Хушӑран унӑн упӑшки ҫине тарӑхасси те пулӗ, анчах та упӑшкин ҫав-ҫавах лӑпкӑ пулмалла, мӗншӗн тесен «вӑрах тӳсӗмлӗ ҫын хӑюллинчен аванрах» (Ытарӑшсем 16:32). Арӑмӑра ӑнланма тата пулӑшма тӑрӑшӑр (Ытарӑшсем 14:29).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ашшӗсем валли. Арӑмӑра ачана кун каҫипе кӑна мар, ҫӗрле те пӑхма пулӑшӑр. Ытти ӗҫсем ҫине вӑхӑт сахалтарах яма, арӑмпа тата ачапа вара ытларах вӑхӑт ирттерме тӑрӑшӑр

  • Амӑшӗсем валли. Упӑшку ача пӑхма пулӑшу сӗнсен, хамах тӑватӑп тесе ан калӑр. Вӑл мӗн туни хӑвӑра килӗшмесен те, ӑна тиркесе ан калаҫӑр, ун вырӑнне мӗнле тумаллине ҫемҫен калӑр

2. ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТӖР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «[Иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ» (Пултарни 2:24). Асрах тытӑр, ҫемьере ҫӗнӗ ҫын ҫуралсан та, эсир мӑшӑрупа унчченхи пекех «пӗр ӳт» пулатӑр. Хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр.

Арӑмсем, упӑшкӑрсене хӑвӑра пулӑшса тӑнӑшӑн пархатарлӑ пулӑр. Сирӗн тав сӑмахӗсем, сӑнарлӑ каласан, сиплеме пултараҫҫӗ (Ытарӑшсем 12:18). Упӑшкасем, арӑмӑрсене вӗсене юратни тата хаклани ҫинчен шантарса калӑр. Вӗсене ҫемьешӗн тӑрӑшнӑшӑн мухтӑр (Ытарӑшсем 31:10, 28).

«Никам та хӑй валли пайта ан шыратӑр, кирек кам та ыттисене усӑ тӑвасшӑн тӑрӑштӑр» (1 Коринф 10:24). Мӑшӑрӑн кӑмӑлне яланах шута илӗр. Иксӗр ҫеҫ пулма вӑхӑт уйӑрӑр, пӗр-пӗрне мухтӑр тата итлӗр. Арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫра хӑв пирки кӑна шухӑшламалла мар. Мӑшӑра мӗн кирлине те шута илмелле. Библире: «Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр, пӑрӑнсан та, пӗр-пӗринпе килӗшсе... анчах пӑрӑнӑр»,— тенӗ (1 Коринф 7:3—5). Ҫавӑнпа ҫак ыйтӑва пӗр-пӗринпе уҫҫӑн сӳтсе явӑр. Эсир тӳсӗмлӗ пулсан тата пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшсан сирӗн хутшӑнусем ҫирӗпленсе пырӗҫ.

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Асра тытӑр, пӗр иксӗр ҫеҫ пулма вӑхӑт уйӑрмалла

  • Савӑнтаракан пӗчӗк ӗҫсем тума ан манӑр, тӗслӗхрен, СМС ҫырса ярӑр, открытка е мӗн те пулин урӑххи парнелӗр

3. АЧӐРА ВӖРЕНТӖР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Эсӗ мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе тӑратӑн... ҫӑлӑнмашкӑн ҫав Ҫыру сана ӑслӑлантарса ҫитерӗ» (2 Тимофей 3:15). Ачӑра мӗнле пӑхса ӳстересси ҫинчен шухӑшласа хурӑр. Амӑшӗн варӗнче чухнех ача тӗлӗнмелле хӑвӑрт вӗренме пултарать. Ҫавӑн чухнех вӑл сирӗн сасӑсене уйӑрса илме вӗренет тата сирӗн кӑмӑл-туйӑм ӑна витӗм кӳрет. Ача ҫуралсан малтанхи кунӗсенчех ӑна вуласа пама пуҫлӑр. Сирӗн сӑмахсене вӑл ӑнланмасть пулсан та, ҫакӑ ӑна ӳссе ҫитсен вулама юратма пулӑшӗ.

Ачана мӗн пӗчӗкренех Турӑ ҫинчен каласа пама пулать. Вӑл эсир Иеговӑна кӗлтунине илттӗр тесе тӑрӑшӑр (Саккуна астутарни 11:19). Ачӑрпа вылянӑ чухне те Турӑ тунӑ ӗҫсем ҫинчен каласа парӑр (Псалом 77:3, 4). Ӳснӗҫемӗн ача эсир Иеговӑна юратнине курӗ тата хӑй те ӑна юратма вӗренсе пырӗ.

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ачана вӗрентсе ӳстерме Турӑран кӗлӗре ӑслӑлӑх ыйтӑр

  • Ачана кирлӗ япаласене вӗрентес тесен пӗрмаях каласа тӑни кирлӗ. Ҫапла тусан вӑл мӗн пӗчӗкренех вӗренсе пырӗ