Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ученӑйсен авалхи чӗркеме «сарса хума» май килнӗ

Ученӑйсен авалхи чӗркеме «сарса хума» май килнӗ

1970 ҫулта Эйн-Гедире тупнӑ ҫунӑк чӗркеме вулама май килмен. Анчах нумаях пулмасть ӑна виҫӗ виҫепе сканерласа илнӗ, ҫав чӗркемре вара Левит кӗнекинчи сӑмахсене ҫырнӑ пулнӑ, вӗсенче Туррӑн ячӗ тӗл пулать

1970 ҫулта археологсем Вилӗ тинӗсӗн хӗвеланӑҫ енче Эйн-Гедире (Израиль) пирӗн эрӑри VI ӗмӗр патнелле ялпа пӗрле ҫунтарса янӑ синагогӑра ҫунӑк чӗркем тупнӑ. Ҫав чӗркем питӗ тӗпреннӗрен ӑна вулама тата сарса хума май пулман. Анчах нумаях пулмасть чӗркеме виҫӗ виҫепе сканерласа илсе «сарса хума» май килнӗ. Унтан ӳкерчӗксемпе ӗҫлеме май паракан чи ҫӗнӗ компьютер программипе усӑ курса ученӑйсем чӗркемре мӗн ҫырнине пӗлнӗ.

Ҫав чӗркемре Библири сӑмахсем — Левит кӗнекинчи малтанхи темиҫе сӑвӑ йӗрки — пулнӑ. Сӑвӑ йӗркисенче вара тетраграмматон, еврей чӗлхипе ҫырнӑ Туррӑн ячӗ, тӗл пулать. Тупнӑ чӗркеме пирӗн эрӑри аллӑмӗшпе тӑватҫӗрмӗш ҫулсем хушшинче ҫырнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Апла Еврей Ҫырӑвӗсене ҫырнӑ чӗркемсенчен ҫак чӗркем Кумранра тупнӑ алҫырусенчен те авалрах. «Джерузалем пост» хаҫатра палӑртнӑ тӑрӑх, «Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ чӗркемсене Иккӗмӗш Храм тапхӑрӗ вӗҫӗнче ҫырнӑ, вӑтам ӗмӗрти Алеппо кодексне вара пирӗн эрӑри X ӗмӗрте ҫырнӑ. Вӗсене пин ҫул уйӑрать. Левит кӗнекинчи сӑмахсене ҫырнӑ чӗркеме, Эйн-Гедире тупнӑскере, вулама пултариччен вара ҫав пин ҫул хушшинче ҫырнӑ чӗркемсем, Еврей Ҫырӑвӗсене ҫырнӑ чӗркемсем, урӑх пулман». Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ҫак чӗркем Торӑн тексчӗ «пин ҫул хушшинче улшӑнманнине тата ҫырса илнӗ чухне унта йӑнӑшсем кӗменнине» ҫирӗплетсе парать.