Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ хӗрхенме пултарать-и?

Турӑ хӗрхенме пултарать-и?

ТУРӐ ПУЛТАРНӐ ЯПАЛАСЕМ ПИРЕ МӖНЕ ВӖРЕНТЕҪҪӖ?

Хӗрхенни вӑл — хамӑра тепӗр ҫын вырӑнне лартма пӗлни, вӑл мӗн туйнине туйма пултарни. Рик Хансон нейрофизиолог: «Ҫын ҫуралнӑ чухнех ҫак пултарулӑхпа ҫуралать»,— тесе калать.

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: мӗншӗн ҫынсем хӗрхеннине кӑтартма пултараҫҫӗ, чӗрчунсем вара кӑтартма пултараймаҫҫӗ? Библи тӑрӑх, Турӑ ҫынсене хӑйне евӗрлӗ тунӑ (Пултарни 1:26). Акӑ мӗншӗн эпир вӑл кӑтартакан лайӑх енсене кӑтартма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та ҫынсем хӗрхеннӗрен ыттисене пулӑшнӑ чухне Пултаракан, Иегова Турӑ, пек пулнине кӑтартаҫҫӗ (Ытарӑшсем 14:31).

ТУРӐ ХӖРХЕННИ ПИРКИ БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

Эпир мӗнле асапланнине курса тӑма Турра питӗ йывӑр. Авалхи вӑхӑтра израильтянсем Египетра чуралӑхра пулнӑ чухне тата 40 ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ чухне Турӑ вӗсем мӗнле асап тӳснине курнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл мӗн туйни пирки Библире акӑ мӗн каланӑ: «Вӗсем асапланнӑ чухне кашнинче ҫакӑ ӑна та асаплантарнӑ» (Исаия 63:9, ҪТ). Асӑрхӑр-ха, Турӑ вӗсен инкекӗсем пирки пӗлнӗ кӑна мар, вӑл вӗсем мӗн туйнине туйнӑ. «Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп»,— тенӗ вӑл (Тухни 3:7). Турӑ пирки ҫапла каланӑ: «Сире тӗкӗнекен Унӑн куҫ шӑрҫине те тӗкӗнет» (Захария 2:8). Ыттисем пире асаплантарсан, вӑл та асапланать.

Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑра хамӑр айӑплатпӑр тата Турӑ пире хӗрхеннине эпир тивӗҫлӗ мар тетпӗр, анчах Библире: «Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать»,— тесе шантарса каланӑ (1 Иоанн 3:19, 20). Турӑ пире хамӑртан та лайӑхрах пӗлет. Вӑл пирӗн лару-тӑрӑва, шухӑшсене тата эпир мӗн туйнине лайӑх ӑнланать. Вӑл чӑнах та пире хӗрхенме пултарать.

Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене Турӑ пулӑшасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр, ҫавӑнпа унран йӑпату, ӑслӑлӑх тата пулӑшу ыйтма пултаратпӑр

Библире ҫапла каланӑ

  •  «Чӗнӗн те эсӗ — Ҫӳлхуҫа илтӗ сана; тархаслӑн та — Вӑл: „Эпӗ кунтах!“ тейӗ» (ИСАИЯ 58:9).

  •  «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ. Мана тархаслатӑр та, Ман патӑма пырса кӗлтӑватӑр та — Эпӗ сире илтӗп» (ИЕРЕМИЯ 29:11, 12).

  •  «Манӑн куҫҫулӗме Хӑвӑн савӑтна яр — вӑл Санӑн кӗнекӳнте мар-ши?» (ПСАЛОМ 55:9.)

ТУРӐ КУРАТЬ, ӐНЛАНАТЬ ТАТА ЭПИР МӖН ТУЙНИНЕ ТУЯТЬ

Турӑ хӗрхеннине пӗлни пире йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшать? Мария акӑ мӗн каласа парать:

«Ман ҫине ытла та нумай йывӑрлӑх йӑтӑнса аннӑ тесе шутлаттӑмччӗ. Манӑн 18 ҫулхи ывӑл икӗ ҫул ракпа кӗрешрӗ. Вӑл вилсе кайни мана аптратсах ӳкерчӗ. Иегова ӑна сыватманшӑн эпӗ ун ҫине питӗ тарӑхаттӑмччӗ.

Иегова мана юратмасть пек туйӑнатчӗ. Ултӑ ҫул иртсен эпӗ ҫывӑх туса ҫак туйӑмсем ҫинчен каласа патӑм. Темиҫе сехет хушши вӑл мана пӗр пӳлмесӗр итлесе ларчӗ, унтан 1 Иоанн 3:19, 20 сӑвӑ йӗркисене вуласа пачӗ. Унта: „Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать“,— тенӗ. Иегова пирӗн туйӑмсене лайӑх ӑнланать тесе ӑнлантарчӗ вӑл.

Эпӗ ҫав-ҫавах тарӑхса ҫӳреме пӑрахаймарӑм. Вара Псалом 93:19-мӗшне вуларӑм, унта ҫапла каланӑ: „Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать“. Ҫак сӑмахсене ман валли ҫырнӑ тейӗн! Хам мӗн туйни ҫинчен Иеговӑна каласа пама пуҫласан вӑл мана илтнине тата мана ӑнланнине туйса илтӗм, вара манӑн чун лӑпланчӗ».

Турӑ пире ӑнланать тата эпир мӗн туйнине туять, ҫакна пӗлни пире питӗ йӑпатать. Апла мӗншӗн-ха хӗн-асап ҫав тери нумай? Тен, Турӑ пире хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн наказани парать? Вӑл пӗтӗм хӗн-асапа пӗтерӗ-ши? Ҫак ыйтусен хуравӗсене тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.