Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ

Манӑн вилес килместчӗ!

Манӑн вилес килместчӗ!
  • ҪУРАЛНӐ ҪУЛ: 1964

  • ҪӖРШЫВ: АНГЛИ

  • УНЧЧЕН: КУТӐН ПУЛНӐ ТАТА ҪАМРӐКЛАХ АЧА ҪУРАТНӐ

УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪ

Эпӗ Лондонри (Англи) халӑх йышлӑ пурӑнакан Паддингтон ятлӑ районта ҫуралнӑ. Эпӗ аннепе тата хамӑн виҫӗ аппапа пурӑннӑ. Манӑн атте алкоголик пулнӑран вӑл пирӗн пурнӑҫра пӗрре курӑнатччӗ, тепре ҫухалатчӗ.

Ача чухнех мана анне кашни каҫ кӗлтума вӗрентнӗ. Манӑн пӗчӗк Библи пурччӗ, унта Псалом кӗнеки кӑначчӗ. Эпӗ ҫав псаломсем валли хам кӗвӗ хываттӑмччӗ те юрлаттӑмччӗ. Астӑвасса, эпӗ пӗррехинче пӗр кӗнекере: «Хӑҫан та пулин ыран пулмӗ»,— тесе ҫырнине вуларӑм, вара ҫакӑ пуҫа кӗрсе юлчӗ. Ҫав сӑмахсене пула эпӗ ҫӗр ҫывӑраймарӑм — ҫӗрӗпе пуласлӑх ҫинчен шухӑшларӑм. «Пурнӑҫра темскер питӗ кирли пулмалла вӗт,— тесе шутларӑм эпӗ.— Ҫак тӗнчене эпӗ мӗн тума килнӗ?» Манӑн вилес килместчӗ!

Мана тухатланипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем питӗ интереслентерме пуҫларӗҫ. Эпӗ вилнисемпе калаҫма хӑтланса пӑхрӑм, шкулти туссемпе масар ҫине ҫӳреме тытӑнтӑм, ҫавӑн пекех эпир хӑрушӑ фильмсем пӑхрӑмӑр. Ҫакӑ хумхануллӑччӗ те, хӑрушӑччӗ те.

Вунӑ ҫул тултарсанах эпӗ никама итлемесӗр хам пӗлнӗ пек пурӑнма пуҫларӑм. Эпӗ туртма тытӑнтӑм та чӗлӗме хӑвӑрт хӑнӑхрӑм. Кӗҫех эпӗ марихуана ҫине куҫрӑм. Эпӗ 11 ҫулта эрех тутанса пӑхрӑм. Тути мана килӗшмерӗ пулин те, эрех мӗнле витӗм кӳни килӗшрӗ. Ҫавӑн пекех эпӗ музыкӑпа ташӑсем юрататтӑмччӗ. Май сиксе тухсанах эпӗ каҫхи савӑнмалли тӗлпулусене тата каҫхи клубсене каяттӑмччӗ. Каҫхине эпӗ килтен тухса тараттӑмччӗ те ирхине ҫутӑличчен таврӑнаттӑмччӗ. Тепӗр кунне эпӗ ялан тенӗ пекех шкула каймасттӑмччӗ. Шкула кайсан вара перемена вӑхӑтӗнче ӗҫкелеттемччӗ.

Юлашки класра манӑн питӗ япӑх оценкӑсемччӗ. Эпӗ мӗн туса пурӑннине пӗлменскер, анне питӗ кӳренчӗ те тарӑхрӗ. Эпир хирӗҫсе кайрӑмӑр, вара эпӗ килтен тухса тартӑм. Пӗр вӑхӑт хушши эпӗ хамӑн каччӑ Тони патӗнче пурӑнтӑм. Вӑл вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланатчӗ, наркотиксем сутатчӗ тата ӑна питӗ хаяр ҫын пек пӗлетчӗҫ. Кӗҫех манӑн ҫие юлчӗ, вара эпӗ 16 ҫулта ывӑл ача ҫуратрӑм.

БИБЛИ МАНӐН ПУРНӐҪА МӖНЛЕ УЛӐШТАРЧӖ

Иегова Свидетелӗсене эпӗ качча кайман хӗрарӑмсемпе вӗсен ачисем валли ятарласа тунӑ усрав ҫуртӗнче пӗрремӗш хут тӗл пултӑм. Вырӑнти влаҫсем пире ывӑлпа иксӗмӗре унта пӗр пӳлӗм уйӑрса пачӗҫ. Икӗ хӗрарӑм, Свидетельсем, унти хӑш-пӗр ҫамрӑк аннесем патне килсе ҫӳретчӗҫ. Пӗррехинче эпӗ вӗсен калаҫӑвне хутшӑнтӑм. Эпӗ Свидетельсем тӗрӗс мар пулнине кӑтартса парасшӑн пултӑм. Анчах вӗсем манӑн ыйтусем ҫине лӑпкӑн та уҫҫӑн тата Библи тӑрӑх хуравларӗҫ. Вӗсем ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑран мана килӗшрӗҫ. Ҫавӑнпа эпӗ вӗсемпе Библи вӗренме килӗшрӗм.

Кӗҫех эпӗ Библирен пӗр япалана пӗлтӗм, ҫакӑ вара манӑн пурнӑҫа улӑштарчӗ. Мӗн ачаранах эпӗ вилӗмрен хӑранӑ. Акӑ вара эпӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Иисус вӗрентнине пӗлтӗм! (Иоанн 5:28, 29.) Ҫавӑн пекех эпӗ Турӑ маншӑн тӑрӑшнине те пӗлтӗм (1 Петр 5:7). Уйрӑмах Иеремия 29:11-мӗшӗнчи сӑмахсем манӑн чуна пырса тиврӗҫ. Унта каланӑ: «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ». Вара эпӗ ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма манӑн шанчӑк пуррине ӗненме пуҫларӑм (Псалом 36:29).

Иегова Свидетелӗсем мана чун-чӗререн юратнине кӑтартрӗҫ. Вӗсен тӗлпулӑвне пӗрремӗш хут килсен, унта пурте ырӑ кӑмӑллӑччӗ! (Иоанн 13:34, 35.) Ҫав вырӑнти чиркӳре вара манпа пачах урӑхла тытатчӗҫ. Свидетельсем эпӗ мӗнле пурӑннине пӑхмасӑрах мана хапӑл туса йышӑнчӗҫ. Вӗсем ман валли вӑхӑт уйӑратчӗҫ, манпа тимлӗччӗ тата маншӑн тӑрӑшатчӗҫ, ҫавӑн пекех кирлӗ пулӑшу паратчӗҫ. Эпӗ хама пысӑк та туслӑ ҫемьери ҫын пек туяттӑмччӗ.

Библи вӗреннӗ май эпӗ, Туррӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен, манӑн хамӑн пурнӑҫра нумайӑшне улӑштарма кирлине ӑнланса илтӗм. Чӗлӗм туртма пӑрахма ҫӑмӑлах мар пулчӗ. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ хам итлекен музыка марихуана туртас кӑмӑла вӑйлатнине асӑрхарӑм, ҫавӑнпа ӑна итлеме пӑрахрӑм. Ӗҫсе лартас шухӑш ан ҫуралтӑр тесе эпӗ каҫхи савӑнмалли тӗлпулусене тата каҫхи клубсене ҫӳреме пӑрахрӑм. Мана ҫавӑн пек улшӑнусене тума пулӑшчӑр тесе эпӗ хам ҫине лайӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе туслашма пуҫларӑм (Ытарӑшсем 13:21).

Ҫав хушӑра Тони те Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Свидетельсем унӑн ыйтӑвӗсем ҫине Библи тӑрӑх хуравласан, вӑл та чӑнлӑха тупрӑм тесе шутланӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ: хӑйӗн унчченхи тусӗсемпе хутшӑнма, вӑрлама тата марихуана туртма пӑрахнӑ. Эпир Иеговӑна пур енчен те юрасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та пирӗн ывӑлӑн ашшӗпе амӑшӗ те пултӑр тесе ҫырӑнма шутларӑмӑр. Эпир 1982 ҫулта мӑшӑрлантӑмӑр.

«Эпӗ халӗ ҫӗр ҫывӑрмасӑр пуласлӑхпа вилӗм ҫинчен шухӑшласа выртмастӑп»

Астӑвасса, эпӗ «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» * журналсенче хам тӑвас текен улшӑнусене ытти ҫынсем мӗнле туни ҫинчен каласа паракан статьясене шыраттӑмччӗ. Вӗсен тӗслӗхӗсем манӑн кӑмӑла ҫӗклерӗҫ! Вӗсем мана алла усма памарӗҫ тата малалла вӑй хума хавхалантарчӗҫ. Эпӗ Иеговӑна ан пӑрахсам мана тесе кӗлтусах тӑтӑм. 1982 ҫулхи июльте эпир Тонипе пӗрле шыва кӗтӗмӗр те Иегова Свидетелӗсем пулса тӑтӑмӑр.

МАНӐН ПУРНӐҪ ХӐШ ЕНЧЕН ЛАЙӐХЛАНЧӖ

Иегова Турӑпа туслӑ пулни манӑн пурнӑҫа ҫӑлса хӑварчӗ. Эпир Тонипе Иегова пире йывӑр вӑхӑтра мӗнле пулӑшса тӑнине куртӑмӑр. Эпир Иеговӑна шанма вӗрентӗмӗр, ҫавӑнпа вӑл яланах пирӗн ҫемьешӗн тӑрӑшнине туятпӑр (Псалом 54:23).

Манӑн хамӑр ывӑлпа хӗре Иеговӑна юратма вӗрентме май килнӗшӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Вӗсен ачисем Турӑ ҫинчен калакан пӗлӗве илсе тӑнине курни те мана савӑнӑҫ парать.

Эпӗ халӗ ҫӗр ҫывӑрмасӑр пуласлӑхпа вилӗм ҫинчен шухӑшласа выртмастӑп. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене хавхалантарас тесе эпир Тонипе пӗрле кашни эрнере пӗр пухуран тепӗр пухӑва каятпӑр. Вӗсемпе пӗрле эпир ҫынсене вӗрентсе ҫӳретпӗр, ҫапла вӗсем те Иисус Христоса ӗненме пуҫлаччӑр та ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарччӑр тетпӗр.

^ 17 абз. Кусене те Иегова Свидетелӗсем кӑлараҫҫӗ.