Эфес 4:1—32

  • Христосӑн кӗлеткин пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн сыпӑнаҫҫӗ (1—16)

    • «Ҫынсене парне пек панӑ» (8)

  • Кивӗ тата ҫӗнӗ ҫын (17—32)

4  Ҫавӑнпа та эпӗ, Ҫӳлхуҫана ӗненнӗшӗн тӗрмере лараканскер, сире хӑвӑра чӗнсе илнипе килӗшӳллӗн пурӑнма ыйтатӑп:  яланах хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр, йӑваш, тӳсӗмлӗ пулӑр тата пӗр-пӗрне юратса пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтӑр.  Святой сывлӑша пула эсир пӗрлӗхре тӑратӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнса ҫак пӗрлӗхе упрама пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр.  Турӑ сире чӗнсе илсе пӗр шанчӑк панӑ пекех, пӗр кӗлетке тата пӗр сывлӑш пур.  Пӗр Ҫӳлхуҫа, пӗр ӗненӳ, шыва кӗни пӗрре,  пӗр Турӑ — вӑл пуринӗн те Ашшӗ, вӑл пуринчен те аслӑ* тата пурин урлӑ та, пурин ӑшӗнче те мӗн тумаллине тӑвать.  Эпир пурте Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне илнӗ. Пирӗнтен кашни ҫав парнене Христос мӗн чухлӗ уйӑрса панӑ, ҫавӑн чухлӗ илнӗ.  Ҫырура ҫапла каланӑ вӗт: «Ҫӳле хӑпарса вӑл тыткӑнрисене илсе кайнӑ, ҫав ҫынсене парне пек панӑ».  «Ҫӳле хӑпарса» тени мӗне пӗлтерет-ха? Маларах вӑл аяла, ҫӗр ҫине, аннине мар-и вара? 10  Кам аяла аннӑ, вӑлах, хӑйӗн урлӑ пурте пурнӑҫлантӑр тесе, ҫӳл тӳперен те ҫӳле хӑпарнӑ. 11  Пӗрисене вӑл апостолсем пек, теприсене пророксем пек, теприсене ырӑ хыпар саракансем пек, тата теприсене кӗтӳҫсемпе вӗрентекенсем пек панӑ. 12  Вӗсене вара сӑваплӑ ҫынсене ӑса кӗртчӗр*, ыттисемшӗн ӗҫлеччӗр тата Христосӑн кӗлеткине ҫирӗплетчӗр тесе панӑ. 13  Ҫавна вӗсем эпир пурте ӗненӳре пӗр пуличчен, Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ иличчен тата пур тӗлӗшрен те Христос пек аталанса ҫитсе ҫитӗннӗ ҫынсем пулса тӑриччен тӑвӗҫ. 14  Ҫавӑнпа та пирӗн текех ачасем пек пулмалла мар — чее меслетсемпе усӑ курса ыттисене улталакан ҫынсен суя вӗрентӗвӗсем хыҫҫӑн каймалла мар, вара эпир ҫилпе хумсене пула унталла-кунталла сулӑнакан кимӗ пек пулмӑпӑр. 15  Айтӑр чӑннине калар, юрату хавхалантарнипе пур тӗлӗшрен те Христос пек пулма тӑрӑшса ҫитӗнсе пырар. Вӑл — пирӗн пуҫ. 16  Ӑна пула кӗлеткен тӗрлӗ пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн сыпӑнаҫҫӗ тата тӗрлӗ сыпӑсене пула пӗрле ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Кӗлеткен кашни пайӗ кирлӗ пек ӗҫлесе тӑнӑ чухне вара кӗлетке юратупа ҫирӗпленсе ӳссе пырать. 17  Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе чӗнсе калатӑп: текех Турра ӗненмен ҫынсем пек ан пурӑнӑр, вӗсем усӑсӑр та пуш шухӑшсемпе кӑна пурӑнаҫҫӗ. 18  Ӑсӗпе вӗсем тӗттӗмлӗхре тата Турӑ паракан пурнӑҫран вӗсене уйӑрнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Турра пӗлесшӗн мар тата вӗсен чӗри те хытса ларнӑ. 19  Хӑйсен совеҫӗ туйми пулса ҫитнӗрен вӗсем намӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ* тата тӗрлӗ тасамарлӑха тӑрана пӗлмесӗр тӑваҫҫӗ. 20  Анчах эсир Христос ун пек пулманнине пӗлтӗр. 21  Иисус чӑнлӑх мӗн иккенне вӗрентнӗ. Енчен те эсир ӑна илтнӗ тата унран вӗреннӗ пулсан, эсир ҫавна лайӑх пӗлетӗр. 22  Сире кивӗ ҫын пулма пӑрахмалла* тесе вӗрентнӗ, мӗншӗн тесен ҫав кивӗ ҫын эсир унччен мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине пула пулса кайнӑ, ултавлӑ кӑмӑл-туртӑмне пула вӑл пӑсӑлса пырать. 23  Сирӗн малалла та ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренмелле*, 24  Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тунӑ ҫӗнӗ ҫын пулмалла*; вӑл чӑн тӳрӗлӗхпе тата Турра чунтан парӑнса пурӑннипе палӑрса тӑрать. 25  Халӗ вара, суйма пӑрахнӑ хыҫҫӑн, пӗр-пӗрне тӗрӗссине калӑр, мӗншӗн тесен эпир — пӗр кӗлеткен пайӗсем. 26  Тарӑхнӑ чухне ҫылӑха ан кӗрӗр, хӗвел анса лариччен сирӗн ҫилӗ иртсе кайтӑр. 27  Шуйттана* хӑвӑр ҫине витӗм кӳме ан парӑр*. 28  Кам вӑрланӑ, урӑх ан вӑрлатӑр, тӑрӑшса ӗҫлетӗр, усӑллӑ ӗҫ тутӑр*, вара унӑн нуша куракана мӗн те пулин пама май пулать. 29  Сирӗн ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр* сӑмах та ан тухтӑр. Сирӗн сӑмахсем хӑвӑра итлекенсене усӑ паччӑр тесе кирлӗ чухне вӗсене ҫирӗплетмешкӗн ыррине анчах калӑр. 30  Туррӑн святой сывлӑшне ан хурлантарӑр, мӗншӗн тесен сире, тӳлесе илнипе хӑтарас кун ирӗке кӑлармашкӑн, ҫав сывлӑшпа пичет лартса палӑртнӑ. 31  Нимӗнле хаярланасси те, ҫилленесси те, тарӑхасси те, кӑшкӑрашасси те, хӑртасси те сирӗн ан пултӑр, пур усаллӑхран та хӑтӑлӑр. 32  Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне чунтан хӗрхенӗр, Турӑ сире Христос урлӑ пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр.

Сноскӑсем

Е «вӑл пурне те тытса тӑрать».
Е «вӗрентчӗр».
Е «чӑрсӑррӑн хӑтланаҫҫӗ». Грекла асе́лгейа. Словарьте «Намӑссӑрла хӑтланни» статьяна пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кивӗ ҫынна хывса пӑрахмалла».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр ӑсӑр сывлӑшне ҫӗнетмелле».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗнӗ ҫынна тӑхӑнмалла».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявола».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вырӑн ан парӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйӗн аллипе ырӑ ӗҫ тутӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫӗрӗк».