Иаков 5:1—20

  • Пуяннисене асӑрхаттарни (1—6)

  • Тӳсӗмлисене тата чӑтӑмлисене Турӑ пиллет (7—11)

  • «Эсир „ҫапла“ тени „ҫапла“ тениех пултӑр» (12)

  • Ӗненсе кӗлтуни питӗ пулӑшать (13—18)

  • Ҫылӑх тӑвакан ҫынна каялла таврӑнма пулӑшни (19, 20)

5  Халӗ ӗнтӗ, пуянсем, эсир итлӗр. Хӑвӑра кӗтекен асапсемшӗн макӑрӑр, уласа йӗрӗр.  Сирӗн пуянлӑх ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумтире кӗве ҫисе янӑ.  Сирӗн ылтӑнпа кӗмӗл тутӑхса пӗтнӗ, ҫав тутӑх эсир айӑплӑ пулнине кӑтартӗ тата сирӗн кӗлеткене ҫисе ярӗ. Эсир мӗн пухни юлашки кунсенче вут-ҫулӑм пек пулӗ.  Эсир хӑвӑр уй-хирте тыр-пул пуҫтаракансене паман тӳлев Турра кӑшкӑрса йӑлӑнать, Иегова* вара, ҫӳлти ҫарсен Пуҫлӑхӗ, выракансем пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтрӗ.  Эсир хӑвӑр кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайса чаплӑ пурӑнтӑр. Эсир хӑвӑра* пусмалли кун валли самӑрлатса ятӑр.  Эсир тӳрӗ ҫынна айӑпласа вӗлертӗр. Вӑл сире хирӗҫ тӑмасть-и вара?  Тӑвансем, Ҫӳлхуҫа киличчен* тӳсӗмлӗ пулӑр. Ҫӗр ӗҫченӗ ҫӗр паха тыр-пул парасса кӗтет, кӗрхи ҫумӑрпа ҫурхи ҫумӑр ҫӑвасса тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать.  Эсир те тӳсӗмлӗ пулӑр. Ҫирӗп тӑрӑр*, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа килес вӑхӑт ҫывхарчӗ.  Тӑвансем, хӑвӑра суд туса ан айӑплаччӑр тесен пӗр-пӗрин пирки ан ӳпкелешӗр*. Судья алӑк умӗнчех тӑрать. 10  Тӑвансем, асапсене чӑтса ирттерес тӗлӗшрен тата тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иегова* ячӗпе калаҫнӑ пророксенчен тӗслӗх илӗр. 11  Кам асапсене чӑтса ирттернӗ, ҫавсене эпир телейлӗ* тесе шутлатпӑр. Эсир Иовӑн чӑтӑмлӑхӗ ҫинчен илтнӗ, Иегова* ӑна мӗнле пилленине те пӗлетӗр. Ҫакӑнтан эсир Иегова* ҫепӗҫҫӗн юратакан тата хӗрхенекен Турӑ пулнине куратӑр. 12  Тӑванӑмсем, пуринчен ытла тупа тума пӑрахӑр — тӳпепе е ҫӗрпе, е мӗнпе те пулин урӑххипе тупа ан тӑвӑр. Хӑвӑра суд туса ан айӑплаччӑр тесен, эсир «ҫапла» тени «ҫапла» тениех пултӑр, «ҫук» тени «ҫук» тениех пултӑр. 13  Сирӗнтен кам та пулин йывӑрлӑхсем тӳсет пулсан, кӗлтутӑр. Кам та пулин савӑнӑҫлӑ пулсан, псаломсем юрлатӑр. 14  Кам та пулин чирлӗ пулсан, пуху старейшинисене чӗнтӗр. Вӗсем унӑн пуҫне Иегова* ячӗпе ҫу сӗрсе уншӑн кӗлтуччӑр. 15  Ӗненсе кӗлтуни вара чирлекене* сыватӗ, Иегова* ӑна тӑратӗ. Вӑл ҫылӑх тунӑ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ. 16  Ҫавӑнпа та сывалас тесе пӗр-пӗрне хӑвӑрӑн ҫылӑхсем ҫинчен ним пытармасӑр каласа парӑр тата пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни питӗ пулӑшать. 17  Илия́ пирӗн пек ҫынах пулнӑ.* Вӑл ҫумӑр ан ҫутӑр тесе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ та — ҫав ҫӗрте виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх ҫумӑр ҫуман. 18  Кайран вӑл каллех кӗлтунӑ та — тӳперен ҫумӑр ҫунӑ, вара ҫӗр тыр-пул панӑ. 19  Тӑванӑмсем, сирӗнтен кам та пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, тепри вара ӑна каялла тавӑрсан, 20  пӗлсе тӑрӑр: кам ҫылӑх тӑвакан ҫынна тӗрӗс мар ҫул ҫинчен каялла тавӑрать, ҫавӑ ӑна вилӗмрен хӑтарать тата унӑн нумай ҫылӑхне каҫарттарма пулӑшать.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чӗрене».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чӗрӗрсене ҫирӗплетӗр».
Е «ан мӑкӑртатӑр». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ассӑн ан сывлӑр».
Е «пиллӗхлӗ».
Е, тен, «ывӑнса ҫитнӗскере».
Е «Илия́н туйӑмӗсем пирӗнни пекех пулнӑ».