Галати 2:1—21

  • Павел Иерусалимра апостолсемпе тӗл пулать (1—10)

  • Павел Пётра (Кифӑна) питлет (11—14)

  • Турӑ ҫын пирки ӗненнине кура ҫеҫ тӳрӗ тет (15—21)

2  Унтан, 14 ҫул иртсен, эпӗ каллех Иерусалима кайрӑм. Манпа пӗрле Варна́ва пычӗ, тата эпӗ хампа пӗрле Тита та илсе кайрӑм.  Каясса та эпӗ Ҫӳлхуҫа мана унта каймаллине уҫса панӑран кайрӑм. Унта вара хисеплӗ тӑвансемпе уйрӑммӑн тӗл пултӑм та вӗсене хам урӑх халӑх ҫыннисем хушшинче пӗлтерекен ырӑ хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ Турӑшӑн хам ӗҫлени* усӑсӑр пулнипе пулманнине пӗлес тесе турӑм.  Вӗсем манпа пӗрле пулнӑ Тита та, вӑл грек пулин те, ӳт кастарма хистемерӗҫ.  Ҫак ыйтӑва вара суя тӑвансем, пире сӑнаса тӑрас тесе пухӑва вӑрттӑн йӑпшӑнса кӗнисем, кӑларса тӑратрӗҫ. Вӗсем эпир Христос Иисуса пула* илнӗ ирӗклӗхе пирӗнтен туртса илесшӗн тата пире чурасем тӑвасшӑн пулчӗҫ.  Анчах та эпир, ырӑ хыпарӑн чӑнлӑхӗ сирӗнтех юлтӑр тесе, вӗсене нихӑш енчен те парӑнмарӑмӑр, пӑхӑнмарӑмӑр.  Ыттисем сума сӑвакан тӑвансем пирки калас пулсан вара, — вӗсем кам пулни маншӑн пурпӗрех, мӗншӗн тесен Турӑ ҫынна тулашне кура хак памасть, — ҫав хисеплӗ тӑвансем мана ним ҫӗннине те пӗлтермерӗҫ.  Пачах урӑхла, вӗсем Пётра ӳт кастарнисене ырӑ хыпар калама хушнӑ пек, мана ӳт кастарманнисене ырӑ хыпар калама хушнине курсан —  мӗншӗн тесен Пётра ӳт кастарнисем валли апостол пулма хӑват панӑскер мана та урӑх халӑх ҫыннисем валли апостол пулма хӑват пачӗ —  тата вӗсем Турӑ мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнине пӗлсен, пухӑвӑн тӗрекӗсем* шутланакан Иаков, Ки́фа* тата Иоанн мана тата Варнавӑна пӗр ӗҫ тӑватпӑр тесе ал пачӗҫ те, эпир урӑх халӑх ҫыннисем патне ырӑ хыпар пӗлтерме каятпӑр тесе, вӗсем вара ӳт кастарнисем патне каяҫҫӗ тесе калаҫса татӑлтӑмӑр. 10  Вӗсем пире чухӑнсене асра тытма ыйтрӗҫ ҫеҫ, эпӗ ҫапла тума тӑрӑшрӑм та. 11  Анчах та Ки́фа Антиохие пырсан, вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытнӑран эпӗ ӑна питлерӗм. 12  Иаков янӑ ҫынсем киличчен вӑл урӑх халӑх ҫыннисемпе апат ҫиетчӗ, анчах та лешсем килсен, вӑл ӳт кастарнисенчен хӑраса урӑх халӑх ҫыннисемпе апат ҫиме пӑрахрӗ, вӗсенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫларӗ. 13  Ытти еврейсем те ун пекех икӗпитлӗн хӑтланма тытӑнчӗҫ, вӗсене кура Варна́ва та хӑйне ҫапла тытма пуҫларӗ. 14  Вӗсем хӑйсене ырӑ хыпарӑн чӑнлӑхӗпе килӗшӳллӗн тытманнине курсан, эпӗ Кифӑна пурин умӗнче те ҫапла каларӑм: «Енчен те эсӗ, еврей, еврейсем пек мар, урӑх халӑх ҫыннисем пек пурӑнатӑн пулсан, мӗнле-ха эсӗ урӑх халӑх ҫыннисене еврейсен йӑли-йӗркисем тӑрӑх пурӑнма хистетӗн?» 15  Эпир урӑх халӑх ҫыннисенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар, эпир еврей пулса ҫуралнӑ. 16  Эпир пӗлетпӗр: Турӑ ҫын пирки вӑл закона тытса тӑнине кура мар, Иисус Христоса ӗненнине кура тӳрӗ тет. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Турӑ пирӗн пирки закона тытса тӑнине кура мар, Христоса ӗненнине кура тӳрӗ тетӗр тесе, эпир Христос Иисуса ӗнентӗмӗр, мӗншӗн тесен Турӑ никам пирки те закона тытса тӑнине кура тӳрӗ темӗ. 17  Эпир Турӑ хамӑра Христос урлӑ тӳрре кӑлартӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑншӑн пире ҫылӑхлӑ ҫынсем теҫҫӗ пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулса тухать-и вара? Паллах, апла мар! 18  Эпӗ хам аркатнине ҫӗнӗрен тӑватӑп пулсан, закона пӑсакан пулатӑп. 19  Турӑшӑн чӗрӗ пулмашкӑн эпӗ закона тытса тӑрса законшӑн вилтӗм. 20  Мана Христоспа пӗрле юпа ҫине пӑталанӑ. Текех эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман ӑшра Христос пурӑнать. Халӗ эпӗ ҫак кӗлеткере пурӑнасса та Турӑ Ывӑлне, мана юратса маншӑн хӑйӗн пурнӑҫне панӑскере, ӗненсе пурӑнатӑп. 21  Эпӗ Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне сирсе ямастӑп, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫын пуласси закона тытса тӑнинчен килет пулсан, Христос ахалех вилнӗ пулать.

Сноскӑсем

Е «халӗ чупни е унччен чупни».
Е «Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулнӑ май».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юпасем».
Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.