Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ҫуралнӑ куна паллӑ тумаҫҫӗ?

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ҫуралнӑ куна паллӑ тумаҫҫӗ?

 Иегова Свидетелӗсем ҫуралнӑ куна паллӑ тумаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак уява Турӑ ырламасть тесе шутлаҫҫӗ. Библире ҫуралнӑ куна паллӑ тума юрамасть тесе тӳррӗн каламан, анчах та Библи ҫак уявӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫине тимлеттерет те ҫав уяв ҫине Турӑ мӗнле пӑхнине ӑнланса илме пулӑшать. Ҫав уйрӑмлӑхсенчен тӑваттӑшне тата ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ Библири принципсене пӑхса тухар.

  1.   Ҫуралнӑ куна паллӑ тӑвасси суя тӗнрен тухнӑ. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫак уява мӗншӗн паллӑ тума пуҫлани ҫинчен каланӑ. Унта каланӑ тарӑх, ҫыннӑн ҫуралнӑ кунӗнче «усал сывлӑшсем ун ҫине тапӑнма пултараҫҫӗ», анчах та «туссем ҫумра пулни тата вӗсем ӑна ыррине сунни ӑна хӳтӗлет» тесе ӗненнӗ ҫынсем. Ҫавна пула вӗсем ҫав куна паллӑ тума пуҫланӑ (Funk & Wagnalls Standard Dictionary of Folklore, Mythology, and Legend). Тепӗр кӗнекере «авалхи вӑхӑтра ҫуралнӑ кунсен датисем гороскопсем тума питӗ кирлӗ пулнӑ» тенӗ. Гороскопсем вара «астрологин асамлӑ вӗрентӗвӗн» пайӗ пулнӑ (The Lore of Birthdays). Ҫав кӗнекерех ҫапла та каланӑ пулнӑ: «Ҫуралнӑ кун ҫутнӑ ҫуртасен мӗн ыйтнине пурнӑҫлама асамлӑ вӑй пур тесе ӗненнӗ ҫынсем».

     Анчах Библире тухатлама, юмӑҫ яма, спиритизмпа ҫыхланма тата «ҫавӑн евӗрли ыттине те» тума юрамасть тенӗ (Саккуна астутарни 18:14; Галати 5:19—21). Турӑ Вавилон ятлӑ авалхи хулана наказани панӑ. Мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ? Сӑлтавсенчен пӗри — Вавилон ҫыннисем астрологипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Астрологи вӑл юмӑҫ яни пулать (Исаия 47:11—15). Паллах ӗнтӗ, Иегова Свидетелӗсем кашни йӑла мӗнле пуҫланса кайнине тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпчеме тӑрӑшмаҫҫӗ, анчах та Библире пӗр-пӗр япала ҫине Турӑ мӗнле пӑхни пирки тӳррӗн каланӑ чухне эпир ҫавна шута илме кирлӗ мар тесе шутламастпӑр.

  2.   Пӗрремӗш христиансем ҫуралнӑ куна паллӑ туман. Пӗр энциклопедире малтанхи христиансем «кашни ҫыннӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунине суя тӗнӗн йӑли-йӗрки тесе шутланӑ» тенӗ (The World Book Encyclopedia). Библире каланӑ тӑрӑх, Иисусӑн апостолӗсем тата кама Иисус вӗрентнӗ, ҫавсем мӗн тумаллине кӑтартакан тӗслӗх кӑтартса хӑварнӑ. Ҫав тӗслӗхе вара христиансен пурин те тытса тӑмалла пулнӑ (2 Фессалоника 3:6).

  3.   Христиансен пӗр уяв ҫеҫ паллӑ тумалла, ҫак уяв вӑл — ҫуралнӑ кун мар, вилӗм кунӗ, Иисус Христос вилнӗ кун (Лука 22:17—20). Ҫакӑнтан тӗлӗнме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен Библире «вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах» тенӗ (Екклесиаст 7:1). Иисус хӑйӗн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленсе пынӑ тӗлнелле Турӑ умӗнче ырӑ ят илнӗ, ҫавӑнпа унӑн вилӗм кунӗ унӑн ҫуралнӑ кунӗнчен пӗлтерӗшлӗрех (Еврейсем 1:4).

  4.   Библире Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫуралнӑ куна паллӑ туни ҫинчен нимӗн те каламан. Ҫакна ахальтен мар тунӑ, мӗншӗн тесен Библире Турӑшӑн ӗҫлемен икӗ ҫын хӑйсен ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ туни ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫавсенче иккӗшӗнче те ҫак уява япӑх енчен кӑтартса панӑ (Пултарни 40:20—22; Марк 6:21—29).

Иегова Свидетелӗсен ачисем ҫуралнӑ куна паллӑ туманшӑн хӑйсене телейсӗр туяҫҫӗ-и?

 Ачисемшӗн тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗ пекех, Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ачисене ҫулталӑкӗпех юратаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем хӑйсен ачисене парнесем парнелеҫҫӗ тата вӗсемпе пӗрле пухӑнса вӑхӑта савӑнӑҫлӑн ирттереҫҫӗ. Вӗсем Турӑран тӗслӗх илеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн ачисене ыррине яланах парса тӑрать (Матфей 7:11). Иегова Свидетелӗсен ачисем хӑйсене телейсӗр, темскер илмесӗр юлтӑмӑр тесе шутламаҫҫӗ. Вӗсем акӑ мӗн калаҫҫӗ:

  •   «Кӗтмен ҫӗртен парне илме чылай лайӑхрах» (Тэмми, 12 ҫулта).

  •   «Ҫуралнӑ кун мана парнесем памаҫҫӗ пулин те, аттепе анне мана ытти кунсенче парнесем парнелеҫҫӗ. Ҫакӑ мана килӗшет, мӗншӗн тесен эпӗ кӗтмен ҫӗртен парне илме юрататӑп (Грегори, 11 ҫулта).

  •   «Вунӑ минут, темиҫе кекс тата юрӑ — ҫакна-и эсир уяв тесе шутлатӑр? Пирӗн пата килӗр, вара эсир уяв мӗн иккенне хӑвӑрах куратӑр!» (Эрик, 6 ҫулта).