Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем сионистсем-и?

Иегова Свидетелӗсем сионистсем-и?

 Ҫук, сионистсем мар. Иегова Свидетелӗсем — христиансем, вӗсем Библи мӗне вӗрентни тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗнсем еврейсем Палестинӑна таврӑнни Библири пророкла каланисемпе ҫыхӑннӑ тесе вӗрентеҫҫӗ пулин те, Иегова Свидетелӗсем ҫапла шутламаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе, ҫак политика событийӗ ҫинчен Сӑваплӑ Ҫырура маларах каласа хуман. Тӗрӗссипе вара, Библи нимӗнле этем правительстви майлӑ та тӑмасть тата пӗр халӑх тепӗр халӑхран лайӑхрах тесе вӗрентмест. «Хурал башнинче», Иегова Свидетелӗсен официаллӑ журналӗнче, уҫҫӑн каланӑ пулнӑ: «Политика сионизмӗ ҫинчен Библи пачах вӗрентмест».

 «Британи энциклопедийӗнче» палӑртнӑ тӑрӑх, сионизм вӑл — «еврей националисчӗсен юхӑмӗ, ҫавӑн тӗллевӗ — Палестинӑра еврей нацийӗн патшалӑхне туса хурасси тата ӑна пулӑшса тӑрасси». Сионизм тӗнпе политика витӗм кӳнине пула пуҫланса кайнӑ. Иегова Свидетелӗсем сионизм пирки тӗн вӗрентӗвӗ тесе шутламаҫҫӗ тата ҫак юхӑмпа ҫыхӑннӑ политика ыйтӑвӗсенче яланах нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ.

 Иегова Свидетелӗсен организацийӗ — тӗн организацийӗ, вӑл нимӗнле политика юхӑмӗ майлӑ та, сионизм майлӑ та, тӑмасть. Иегова Свидетелӗсем политика тӗлӗшӗнчен ҫирӗп нейтралитет тытса тӑнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем нумай. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче Свидетельсем нейтралитета пӑсас мар тесе хӗсӗрленине тӳснӗ. Эпир Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗ ҫеҫ ҫӗр ҫинче чӑннипех тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ туса пама пултарнине, ҫакна нимӗнле этем правительстви те, нимӗнле юхӑм та туса парайманнине ҫирӗп ӗненетпӗр.

 Иегова Свидетелӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, вӗсем тытса тӑракан тӗп принципсенчен пӗри вӑл — аслӑ пуҫлӑхсем кӑларнӑ законсене пӑхӑнса пурӑнасси. Вӗсем правительствӑсене хирӗҫ пӑлхав ҫӗклемеҫҫӗ тата вӑрҫӑсене хутшӑнмаҫҫӗ.