Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем унччен хӑйсен тӗнне тытса тӑнӑ ҫынсенчен пӑрӑнаҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем унччен хӑйсен тӗнне тытса тӑнӑ ҫынсенчен пӑрӑнаҫҫӗ-и?

 Эпир нумай вӑхӑт хушши ырӑ хыпар сарман е хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе хутшӑнма пӑрахнӑ Иегова Свидетелӗсенчен пӑрӑнса ҫӳреместпӗр. Пачах урӑхла, эпир вӗсемпе ҫыхӑну тытма тата вӗсене Турӑ ҫинчен малалла та пӗлсе пыма хавхалантарма тӑрӑшатпӑр.

 Кам та пулин пысӑк ҫылӑх турӗ пулсан, эпир ӑна тӳрех пухуран кӑларса ямастпӑр. Анчах та шыва кӗнӗ Свидетель пӗлсе тӑрсах Библири нравственность нормисене пӑсма тытӑнсан тата ҫавӑншӑн ӳкӗнмесен, ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Библире уҫҫӑн каланӑ: «Пӑсӑлнисене хӑвӑр хушшӑртан кӑларса пӑрахӑр» (1 Коринф 5:13).

 Калӑпӑр, ҫемье пуҫне пухуран кӑларса ячӗҫ, унӑн арӑмӗпе ачисем вара Иегова Свидетелӗсемех тӑрса юлчӗҫ. Вӗсем малалла та пӗр-пӗриншӗн ҫывӑх ҫынсемех пулӗҫ пулин те, тӗн ыйтӑвӗсене вӗсем унчченхи пек пӗрле сӳтсе явмӗҫ. Пухуран кӑларса янӑ ҫын ҫемьешӗн упӑшка тата ашшӗ вырӑнӗнчех юлать. Вӗсем малалла та ҫемьепе пӗрле кулленхи ӗҫсене тӑвӗҫ.

 Пухуран кӑларса янӑ ҫын пирӗн тӗлпулусене ҫӳреме пултарать. Кӑмӑл пулсан, вӑл Турӑпа ҫывӑхланмашкӑн пухури старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма пултарать. Старейшинӑсен тӗллевӗ — пухуран кӑларса янӑ кашни ҫынна Иегова Свидетелӗ ята каллех тивӗҫлӗ пулма пулӑшасси. Йӗркесӗр ӗҫсене тума пӑрахса пӗтӗм чӗререн Библи нормисем тӑрӑх пурӑнас килнине кӑтартакансем кирек хӑҫан та пухӑва таврӑнма пултараҫҫӗ.