Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем медицина паракан пулӑшӑва йышӑнаҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем медицина паракан пулӑшӑва йышӑнаҫҫӗ-и?

 Ҫапла, йышӑнатпӑр. Иегова Свидетелӗсем медицинӑна тата медицина пулӑшӑвне хирӗҫ мар. Эпир хамӑр ӳт-пӳшӗн тата сывлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр пулин те, хушӑран пире тухтӑр патне кайма тивет (Лука 5:31). Пӗрремӗш ӗмӗрти Лука христианин тухтӑр пулнӑ пекех, хӑш-пӗр Иегова Свидетелӗсем те тухтӑрсем (Колоссӑ 4:14).

 Хӑш-пӗр сипленмелли меслетсем Библи принципӗсене хирӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир вӗсемпе усӑ курма килӗшместпӗр. Тӗслӗхрен, эпир юн ярассинчен пӑрӑнатпӑр, мӗншӗн тесен Библи юнран сыхланма хушнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:20). Ҫавӑн пекех Библи асам ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ меслетсемпе те сипленме чарать (Галати 5:19—21).

 Анчах та медицинӑри сипленмелли меслетсенчен нумайӑшӗ Библи принципӗсене хирӗҫлемест. Ҫавӑн пек чухне хӑш меслетпе сипленмеллине кашни хӑй суйласа илет. Пӗр-пӗр меслетпе сипленме Свидетельсенчен пӗри килӗшме пултарать, тепри вара килӗшмесен те пултарать (Галати 6:5).