Тӗп матералсем патне куҫӑр

Фломастерпа ӳкернӗ анимаци

Фломастерпа ӳкернӗ ҫак анимацисенче питӗ кирлӗ темӑсене сӳтсе яваҫҫӗ. Вӗсене пӑхма питӗ интереслӗ!

 

Чӗлӗм туртса хӑвӑн пурнӑҫна ан пӗтер

Паян нумайӑшӗ чӗлӗм туртаҫҫӗ, электронлӑ чӗлӗм те ытларах та ытларах ҫын туртать. Хӑшӗ-пӗрисем вара туртма пӑрахнӑ е пур вӑйран ҫак йӑларан хӑтӑлма тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗншӗн? Чӗлӗм туртни чӑнах та хӑрушӑ-и?

Видеовӑйӑсем. Вӗсем сана сиен кӳмеҫҫӗ-и?

Видеовӑйӑсене выляма питӗ интереслӗ пулма пултарать, анчах вӗсем сиен кӳме те пултараҫҫӗ. Хамӑра хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерес мар тесен мӗн тума пулать?

Спорт ҫинчен санӑн мӗн пӗлмелле?

Спорт тӗрлӗ ӑсталӑха аталантарать, ҫынсемпе хутшӑнма тата ыттисемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме вӗрентет. Анчах та спорт пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла-и?

Эрех-сӑра. Тӗрӗс йышӑну ту!

Эрех-сӑра ӗҫнине пула каланӑ сӑмахсемшӗн тата тунӑ ӗҫсемшӗн нумайӑшӗ кайран ӳкӗнет. Эрех-сӑрапа иртӗхни мӗнле йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерет тата ҫак танатана лекес мар тесен мӗн тумалла?

Атте-аннепе мӗнле калаҫмалла?

Санӑн аҫу-аннӳпе калаҫас килмен чухне вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма мӗн пулӑшма пултарать?

Электронлӑ хатӗрсем. Эсӗ вӗсен хуҫи-и е чури?

Тӗнчере технологи хуҫаланать, анчах эсӗ ӑна хӑвпа хуҫаланма ан пар. Эсӗ электронлӑ хатӗрсемсӗр пурӑнайми пулса тӑмарӑн-и? Ҫапла пулсан, вӗсен чури пулма пӑрахас тесен мӗн тумалла?

Ытларах ирӗклӗх илес тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?

Эсӗ хӑвӑн пирки ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын тесе шутлатӑн, анчах та аҫу-аннӳ ҫапла шутламасть. Мӗнле утӑмсем сана вӗсен шанӑҫне кӗме пулӑшма пултараҫҫӗ?

Сӑмах сарса ҫӳрес мар тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?

Урӑх ҫын пирки тиркесе калаҫма пуҫласан ҫакӑн пек калаҫӑва тӳрех чарса ларт!

Ку вӑл юрату-и е чун туртни-и?

Чӑн юрату чун туртнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗл.

Тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑр!

Хӑвӑн пурнӑҫупа хӑвна хуҫаланма сана 4 утӑм пулӑшма пултарать.

Социаллӑ сетьсемпе тӗрӗс усӑ курӑр

Социаллӑ сетьсемпе усӑ курнӑ чухне мӗнле хӑрушлӑхпа тӗл пулма пултарасси ҫинчен асра тытатӑн пулсан, тусусемпе унта хутшӑнни сиен кӳмӗ тата кӑмӑла та ҫӗклӗ.

Чӑн-чӑн тус кам вӑл?

Суя туссене тупма питӗ ҫӑмӑл, анчах чӑн-чӑн туса мӗнле тупмалла-ши?

Хулигансене чышкӑ памасӑрах ҫӗнтер

Санпа пӗр ҫулхисем санран мӗншӗн кулнине тата чышкӑ памасӑрах вӗсене мӗнле ҫӗнтермеллине пӗл.