Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗн вӑл Армагеддон?

Мӗн вӑл Армагеддон?

Библире мӗн каланӑ?

 Армагеддон вӑл — ҫӗр ҫинчи правительствӑсемпе Турӑ хушшинчи юлашки вӑрҫӑ. Ҫав правительствӑсем тата вӗсем майлӑ тӑраканнисем халӗ те Туррӑн влаҫне пӑхӑнмаҫҫӗ (Псалом 2:2). Армагеддон вӑрҫинче ҫынсен влаҫне тӗп тӑвӗҫ (Даниил 2:44).

 «Армагеддон» текен сӑмах Библире пӗр хутчен ҫеҫ тӗл пулать — Ӳлӗмхи 16:16-мӗшӗнче. Ӳлӗмхи кӗнекере пророкла каланӑ тарӑх, «ҫӗр ҫинчи пур патшана та Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫӑ вӑрҫма» «еврейла Армагеддон текен вырӑна» пухӗҫ (Ӳлӗмхи 16:14).

 Армагеддонра кам-кам ҫапӑҫӗ? Иисус Христос тӳпери ҫара Туррӑн тӑшманӗсене ҫӗнтерме ертсе кайӗ (Ӳлӗмхи 19:11—16, 19—21). Ҫав тӑшмансем шутне Туррӑн влаҫне хирӗҫ пыракансем тата Турӑран йӗрӗнӗкенсем кӗреҫҫӗ (Иезекииль 39:7).

 Армагеддон вӑрҫи Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫра пулса иртӗ-и? Ҫук. Армагеддон вӑрҫи пӗр-пӗр вырӑнта мар, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пулса иртӗ (Иеремия 25:32—34; Иезекииль 39:17—20).

 Армагеддон текен сӑмаха хӑш-пӗр чухне «Хар-Магедон» (еврейла Хар-Мегиддон) тесе куҫараҫҫӗ, ҫакӑ вара «Мегиддо тӑвӗ» тенине пӗлтерет. Мегиддо вӑл авалхи Израильти хула пулнӑ. Историри пӗлтерӳсем тӑрӑх, ҫав хула ҫумӗнче питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫапӑҫусем пулса иртнӗ. Ҫав ҫапӑҫусенчен хӑш-пӗрисем пирки Библире каланӑ (Тӳресен 5:19, 20; 4 Патшасен 9:27; 23:29). Ҫав-ҫавах Армагеддон авалхи Мегиддо ҫумӗнчи пӗр-пӗр вырӑна пӗлтермест. Унта пысӑк ту ҫук, ун ҫывӑхӗнчи Изреель текен айлӑма Турра хирӗҫ каякансем пурте вырнаҫма пултараймаҫҫӗ. Армагеддон вӑл халӑхсем пӗрле пухӑнса юлашки хут Туррӑн влаҫне хирӗҫ кайнӑ чухнехи пӗтӗм тӗнчери лару-тӑрӑва пӗлтерет.

 Армагеддон вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле лару-тӑру пулать? Эпир Турӑ хӑйӗн вӑйӗпе мӗнле усӑ курассине пӗлместпӗр, анчах та эпир вӑл ӗлӗк мӗнпе усӑ курнӑ, унӑн ҫавсем пуласса пӗлетпӗр. Вӑл унччен ҫаксемпе усӑ курнӑ: пӑрлӑ ҫумӑрпа, ҫӗр чӗтреннипе, вӑйлӑ ҫумӑрпа, вут-ҫулӑмпа, кӳкӗртпе, ҫиҫӗмпе тата чир-чӗрпе (Иов 38:22, 23; Иезекииль 38:19, 22; Аввакум 3:10, 11; Захария 14:12). Сахалтан та Туррӑн тӑшманӗсем аптраса ӳкнипе пӗр-пӗрне вӗлерме пуҫлӗҫ, юлашкинчен вара вӗсем Турӑпа ҫапӑҫнине ӑнланса илӗҫ (Иезекииль 38:21, 23; Захария 14:13).

 Армагеддон вӑрҫине пула ҫак тӗнче пӗтӗ-и? Пирӗн планета пӗтмӗ, мӗншӗн тесен ҫӗр ӗмӗр-ӗмӗрӗпе этемлӗхӗн килӗ пулӗ (Псалом 36:29; 95:10; Екклесиаст 1:4). Армагеддонра ҫынсем пӗтмӗҫ, ун вырӑнне, вӗсем ҫӑлӑнса юлӗҫ, мӗншӗн тесен «имсӗр-сумсӑр ҫын», Туррӑн ӗҫлекенӗсем, ҫав вӑрҫа пурӑнса ирттерӗҫ (Ӳлӗмхи 7:9, 14; Псалом 36:34).

 Библире «тӗнче» текен сӑмах пирӗн ҫӗре кӑна пӗлтермест, ҫавӑн пекех ҫак сӑмах Турра хирӗҫ пыракан йӗркесӗр ҫынсене те пӗлтерет (1 Иоанн 2:15—17). Армагеддонра шӑп ҫав тӗнчене пӗтерӗҫ те (Матфей 24:3, Ҫӗнӗ Халал).

 Армагеддон хӑҫан пулать? Библире «хӑрушла асап вӑхӑт» ҫитет тенӗ, ҫав вӑхӑт вара Армагеддон вӑрҫипе вӗҫленет. Иисус «хӑрушла асап вӑхӑт» ҫинчен каланӑ чухне ҫакна палӑртнӑ: «Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет» (Матфей 24:21, 36). Анчах та Библире Армагеддон Иисус тӳпере патшана ларнӑ вӑхӑтра пулать тенӗ. Иисус вара 1914 ҫулта тӳпере патшана ларнӑ (Матфей 24:37—39).