Тӗп матералсем патне куҫӑр

Библире татуировка пирки мӗн каланӑ?

Библире татуировка пирки мӗн каланӑ?

Библире мӗн каланӑ?

 Библире пӗр вырӑнта кӑна, Левит 19:28-мӗшӗнче кӑна, татуировка ҫинчен асӑннӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ҫине шӑтарса ан ҫырӑр». Турӑ ҫак заповеде Израиль халӑхне панӑ, ҫапла вӑл хӑйӗн халӑхӗ кӳршӗ халӑхсенчен уйрӑлса тӑтӑр тенӗ, мӗншӗн тесен ҫав халӑхсем хӑйсен туррисен ячӗсене е паллисене хӑйсен ӳчӗсем ҫине татуировка туса ҫырса хунӑ пулнӑ (Саккуна астутарни 14:2). Израиль халӑхне панӑ закона христиансен тытса тӑмалла мар пулин те, ҫав законри принципсене пирӗн тимлӗн тӗпчемелле.

Христиансен татуировка тумалла-и?

 Аяларах илсе панӑ Библи принципӗсем сире ҫак ыйту пирки шухӑшласа пӑхма пулӑшӗҫ.

  •   «Хӗрарӑмсем... сӑпайлӑ тумланччӑр» (1 Тимофей 2:9). Ҫак принципа арҫынсен те тытса тӑмалла. Пирӗн ыттисен туйӑмӗсене шута илмелле тата хамӑр ҫине ытлашши пӑхтармалла мар.

  •   Хӑш-пӗрисем ҫапла майпа хӑйсем мӗнлерех ҫынсем пулнине е никама та пӑхӑнасшӑн пулманнине кӑтартасшӑн. Теприсем вара хӑйсен кӗлеткипе хӑйсем хуҫа тесе каласшӑн. Анчах та Библи христиансене ҫапла тума ӳкӗтлет: «Хӑвӑр кӗлеткене сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ, чӗрӗ парне пек парӑр, сӑваплӑ ӗҫе ӑспа туса тӑрӑр» (Рим 12:1). Хӑвӑрӑн «ӑспа» шухӑшласа пӑхӑр та мӗншӗн эсир татуировка тӑвасшӑн пулнине калӑр. Эсир мода хыҫҫӑн каясшӑн пулсан е пӗр-пӗр ушкӑнӑн ҫынни пулнине кӑтартасшӑн пулсан, ҫакна асра тытӑр: татуировкӑпа танлаштарсан, туйӑмсем улшӑнма пултараҫҫӗ. Хӑвӑрӑн шухӑш-кӑмӑла тӗрӗслесе пӑхни сире тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ (Ытарӑшсем 4:7).

  •   «Хӗвӗшекен [е васкакан] ҫын... ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнать» (Ытарӑшсем 21:5). Ҫынсем татуировка тума шут тытнӑ чухне ҫакна час-часах васкаса, ним шутламасӑр тӑваҫҫӗ. Анчах та татуировка туни чылах вӑхӑт хушши ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене пӑсма тата ӗҫе кӗме чӑрмантарма пултарать. Унсӑр пуҫне, татуировкӑна пӗтермелли процедура ыраттарать тата хаклӑ пулма пултарать. Тӗпчевҫӗсем палӑртни тата татуировкӑна пӗтерес енӗпе ӗҫлекен бизнес аталанса пыни татуировка тунӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ каярахпа ҫакӑншӑн ӳкӗннине кӑтартса парать.