Тӗп матералсем патне куҫӑр

Библири кӗнекесемпе паллаштарни

Ҫак видеороликсенче Библири пӗр-пӗр кӗнекене кам, хӑҫан ҫырнине тата унта мӗн ҫинчен ҫырнине кӗскен каласа панӑ. Ҫак видеороликсене пӑхни Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ тата вӗренме те сире интереслӗрех пулӗ.

Библипе паллаштарни

Библин кашни кӗнеки унӑн тӗп темипе — Иисус Христос, Турӑ Патшалӑхӗн Патши, Иеговӑн ятне тасатассипе — мӗнле ҫыхӑнса тӑнине пӗлӗр.

Пултарни кӗнекепе паллаштарни

Пултарни кӗнеке ҫынсем мӗнле пулса кайни ҫинчен тата вӗсем мӗншӗн асапланни, вилни ҫинчен уҫса парать.

Тухни кӗнекепе паллаштарни

Турӑ израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларнӑ тата вӗсем Турра халалланӑ халӑх пулса тӑнӑ.

Левит кӗнекепе паллаштарни

Левит кӗнекене вуласа Турӑ сӑваплӑ пулни ҫинчен тата мӗншӗн пирӗн те сӑваплӑ пулмалли ҫинчен пӗлӗр.

Йыша шутлани кӗнекепе паллаштарни

Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна ялан итлемеллине тата вӑл хӑйӗн халӑхне ертсе пыма кама лартнӑ, ҫавсене мӗншӗн хисеплемеллине курӑр.

Саккуна астутарни кӗнекепе паллаштарни

Израильтянсене панӑ Саккун Иегова хӑйӗн халӑхне питӗ хытӑ юратнине мӗнле кӑтартнине пӗлӗр.

Иисус Навин кӗнекипе паллаштарни

Пама пулнӑ ҫӗре Израиль халӑхӗ мӗнле ҫӗнсе илни ҫинчен тата ӑна Израиль йӑхӗсене мӗнле уйӑрса пани ҫинчен пӗлӗр.

Тӳресен кӗнекипе паллаштарни

Ҫак Библи кӗнекинче хӑюллӑ судьясем ҫинчен ҫырса панӑ. Иегова вӗсемпе усӑ курса Израиле тӑшмансенчен хӑтарнӑ.

Руфь кӗнекепе паллаштарни

Руфь кӗнекере ҫамрӑк тӑлӑх арӑм хӑйӗн тӑлӑха юлнӑ хунямӑшне чунтан парӑнса юратни ҫинчен тата Иегова вӗсене мӗнле пиллени ҫинчен ҫырса панӑ.

Патшасен 1-мӗш кӗнекипе паллаштарни

Израильте судьясен вӑхӑчӗ вӗҫленсен патшасем ертсе пыма пуҫлани ҫинчен пӗлӗр.

Патшасен 2-мӗш кӗнекипе паллаштарни

Хӑйне кӗҫӗне хунине тата хытӑ ӗненнине пула Давид Библири чи юратакан тата чи паллӑ персонаж пулса тӑни ҫинчен пӗлӗр.

Патшасен 3-мӗш кӗнекипе паллаштарни

Соломон патша хыҫҫӑн чаплӑ та пуян Израиль патшалӑхӗнчен мӗнле майпа пӗр-пӗринпе хирӗҫекен икӗ патшалӑх пулса кайни ҫинчен пӗлӗр.

Патшасен 4-мӗш кӗнекипе паллаштарни

Израилӗн ҫурҫӗр патшалӑхӗ чӑнлӑхран мӗнле пӑрӑнса кайнине тата Иегова хӑйӗншӗн пӗтӗм чӗререн ӗҫлекенсене, вӗсем сахаллӑн пулнӑ пулин те, мӗнле пилленине пӑхӑр.

Ҫулсеренхи 1-мӗш кӗнекепе паллаштарни

Кам камран ҫурални ҫинчен вулӑр тата Турӑран хӑраса пурӑннӑ Давид патша пурнӑҫӗ ҫинчен — Израиль патши пулса тӑнӑранпа мӗн виличченхи пурнӑҫӗ ҫинчен — пӗлӗр.

Ҫулсеренхи 2-мӗш кӗнекепе паллаштарни

Иудея патшисем ҫинчен каласа пани Турра итлесе пурӑнни питӗ кирлӗ пулнине кӑтартса парать.

Ездра кӗнекипе паллаштарни

Иегова хӑйӗн халӑхне Вавилон тыткӑнӗнчен хӑтарма тата Иерусалимра тӗрӗс пуҫҫапассине йӗркелесе яма сӑмах панине пурнӑҫлать.

Неемия кӗнекипе паллаштарни

Турра тӗрӗс пуҫҫапакансем паян Библири Неемия кӗнекинчен нумай усӑ илме пултараҫҫӗ.

Эсфирь кӗнекепе паллаштарни

Эсфирь вӑхӑтӗнче пулнӑ ӗҫсем Иегова Турӑ паян та хӑйӗн халӑхне йывӑрлӑхсенчен хӑтарма пултарассине хытӑрах ӗненме пулӑшӗҫ.

Иов кӗнекепе паллаштарни

Иеговӑна юратакансен пурин те йывӑрлӑхсем пулӗҫ. Иов ҫинчен каласа пани эпир айӑпсӑр тӑрса юлма тата Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма пултарнине кӑтартса парать.

Псаломсен кӗнекипе паллаштарни

Псаломсем Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма хавхалантараҫҫӗ, Турра юратакансене пулӑшаҫҫӗ тата йӑпатаҫҫӗ, Патшалӑх урлӑ Турӑ тӗнчене мӗнле улӑштарнине кӑтартаҫҫӗ.

Ытарӑшсен кӗнекипе паллаштарни

Пурнӑҫри пур лару-тӑру валли те Туррӑн канашӗсене тупӑр: суту-илӳрен пуҫласа ҫемьери хутшӑнусем таранах.

Екклесиаст кӗнекипе паллаштарни

Соломон патша пурнӑҫра чӑннипех кирлӗ япаласемпе Туррӑн куҫ умӗнче кирлӗ мар япаласем хушшинче уйрӑмлӑха курма пулӑшать.

Юрӑсен юрри кӗнекепе паллаштарни

Суламитянкӑпа кӗтӳҫӗ хушшинчи чӑн юрату пирки «Иаг ҫулӑмӗ» тенӗ. Мӗншӗн?

Исаия кӗнекипе паллаштарни

Исаия кӗнекинче тӗп-тӗрӗс пророкла сӑмахсем ҫырнӑ. Вӗсем сире Иегова хӑй панӑ сӑмахӗсене пурнӑҫласса тата хӑйӗн халӑхне ҫӑласса хытӑрах ӗненме пулӑшӗҫ.

Иеремия кӗнекипе паллаштарни

Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеремия пророк ӗҫне шанчӑклӑ туса тӑнӑ. Унӑн тӗслӗхӗ хальхи христиансене мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

Иеремия хӳхлевӗ кӗнекепе паллаштарни

Иеремия хӳхлевӗ кӗнекене Иеремия пророк ҫырнӑ. Ҫак кӗнекере Иерусалима тӗп тунӑшӑн Иеремия хӳхлесе йӗни ҫинчен тата Турӑ чун-чӗререн ӳкӗнекен ҫынсене хӗрхенсе каҫарни ҫинчен каланӑ.

Иезекииль кӗнекипе паллаштарни

Иезекииль хӑйне кӗҫӗне хурса тата хӑюллӑ пулса Турӑ хушнӑ пур ӗҫе те — вӗсем темле йывӑр пулнӑ пулсан та — тума хатӗр пулнӑ. Ҫапла вӑл пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.

Даниил кӗнекипе паллаштарни

Даниилпа унӑн тусӗсем пур йывӑрлӑхра та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Вӗсен тӗслӗхӗ тата пророкла каланисем пурнӑҫланса пыни пире, пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, питӗ хавхалантарать.

Осия кӗнекипе паллаштарни

Осийӑн пророкла каланӑ сӑмахӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсене Иегова мӗнле хӗрхенни ҫинчен тата пирӗн Турра мӗнле пуҫҫапмалли ҫинчен пӗлме пулӑшаҫҫӗ.

Иоиль кӗнекипе паллаштарни

Иоиль кӗнекинче Иеговӑн кунӗ ҫывхарса пыни ҫинчен тата ӑна мӗнле пурӑнса ирттермелли ҫинчен каланӑ. Хальхи вӑхӑтра унӑн сӑмахӗсем нихҫанхинчен те пӗлтерӗшлӗ.

Амос кӗнекипе паллаштарни

Хӑйне кӗҫӗне хуракан Амоса Иегова питӗ кирлӗ ӗҫ шанса панӑ пулнӑ. Амос тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

Авдий кӗнекипе паллаштарни

Авдий кӗнеки Еврей Ҫырӑвӗсӗнчи кӗнекесенчен чи пӗчӗкки. Ҫак кӗнекере шанчӑк паракан хыпар пур тата унта Иеговӑн аслӑ влаҫӗ тӳрре тухасси пирки сӑмах панӑ.

Иона кӗнекипе паллаштарни

Иона пророк ӑса вӗреннӗ, хӑйне хушнӑ ӗҫе туса ҫитернӗ тата Иеговӑн юратӑвӗпе хӗрхенӗвӗ мӗн иккенне лайӑхрах ӑнланнӑ. Унӑн тӗслӗхӗ сирӗн чуна пырса тивӗ.

Михей кӗнекипе паллаштарни

Ҫак пророкла сӑмахсем Иеговӑн ӳкӗчӗсемпе саккунӗсем яланах тӗрӗс пулнине тата вӗсене итлени пире усӑ панине кӑтартса параҫҫӗ.

Наум кӗнекипе паллаштарни

Ҫак пророкла сӑмахсем пире Турӑ хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки шантараҫҫӗ, ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗ ҫӑласса тата ҫӗр ҫинче мир туса парасса кӗтекенсене йӑпатаҫҫӗ.

Аввакум кӗнекипе паллаштарни

Эпир ҫакна ҫирӗп шанма пултаратпӑр: Иегова хӑйӗн халӑхне хӑҫан тата мӗнле ҫӑлмаллине питӗ лайӑх пӗлет.

Софония кӗнекипе паллаштарни

Мӗншӗн пирӗн Иеговӑн кунӗ килмест тесе шухӑшласран асӑрханмалла?

Аггей кӗнекипе паллаштарни

Аггей кӗнекинче хамӑршӑн тӑрӑшни мар, Турӑ ӗҫне мала хуни чи кирли тесе палӑртнӑ.

Захария кӗнекипе паллаштарни

Турӑ пӗлтернипе пророкла каланӑ сӑмахсем авалхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсен ӗненӗвне питӗ ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра та ҫак пророкла каланӑ сӑмахсем пире Иегова пулӑшасси пирки шантараҫҫӗ.

Малахия кӗнекипе паллаштарни

Ҫак пророкла кӗнекере Иеговӑн улшӑнми принципӗсем ҫинчен, унӑн хӗрхенӗвӗпе юратӑвӗ ҫинчен каланӑ. Ҫавӑн пекех ҫак кӗнеке питӗ кирлӗ япаласене вӗрентет, вӗсем пирӗншӗн хальхи вӑхӑтра та питӗ усӑллӑ.

Матфей кӗнекипе паллаштарни

Библири тӑватӑ Евангелинчен пӗрремӗшӗпе, Матфей кӗнекипе, паллаштаракан видео пӑхӑр.

Марк кӗнекипе паллаштарни

Марк ҫырнӑ Евангели ытти тӑватӑ Евангелирен чи пӗчӗкки. Вӑл Иисус Христос Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май мӗн туса парассине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшать.

Лука кӗнекипе паллаштарни

Мӗнле информацие Лука ҫырнӑ Евангелире ҫеҫ тупма пулать?

Иоанн кӗнекипе паллаштарни

Иоанн ҫырнӑ Евангелире Иисус ҫынсене юратни ҫинчен, хӑйне кӗҫӗне хуни ҫинчен тата вӑл Мессия, Турӑ Патшалӑхӗн пулас Патши, пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем ҫинчен ҫырнӑ.

Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекепе паллаштарни

Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Библири Апостолсен ӗҫӗсем кӗнеке пире пурне те ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастар пулма хавхалантарать.

Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырупа паллаштарни

Ҫак видеора Иегова ҫынна камне кура уйӑрманни ҫинчен тата Иисус Христоса ӗненме кирли ҫинчен каласа панӑ.

Коринф ҫыннисем патне янӑ 1-мӗш ҫырупа паллаштарни

Хӑйӗн ҫырӑвӗнче Павел пӗрлӗхе упрамалли ҫинчен, нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулмалли ҫинчен, юрату ҫинчен тата Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине ӗненмелли ҫинчен ҫырнӑ.

Коринф ҫыннисем патне янӑ 2-мӗш ҫырупа паллаштарни

Иегова, «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ», хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшать тата ҫирӗплетет.

Галати ҫыннисем патне янӑ ҫырупа паллаштарни

Павел Галати ҫыннисем патне янӑ ҫыру халӗ те, унчченхи пекех, питӗ усӑллӑ. Вӑл христиансене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать.

Эфес ҫыннисем патне янӑ ҫырупа паллаштарни

Ҫак ҫырура Турӑ хӑй мӗн шутласа хунине — Иисус Христос урлӑ мирпе пӗрлӗх туса хурассине — пурнӑҫлӗ тесе ҫырнӑ.

Филиппӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырупа паллаштарни

Эпир йывӑрлӑхсенче шанчӑклӑ тӑрса юлни ыттисене ҫирӗплетме пултарать.

Колоссӑ ҫыннисем патне янӑ ҫырупа паллаштарни

Эпир мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑрсан, ыттисене хатӗр пулсах каҫарсан, ҫавӑн пекех Христосӑн влаҫне тата Турӑ хӑйӗн ирӗкне ун урлӑ пурнӑҫланине йышӑнатпӑр пулсан, Иеговӑна юрама пултаратпӑр.

Фессалоника ҫыннисем патне янӑ 1-мӗш ҫырупа паллаштарни

Пирӗн сыхӑ тӑмалла, пурне те тӗпчесе пӗлмелле, чарӑнмасӑр кӗлтумалла тата пӗр-пӗрне хавхалантармалла.

Фессалоника ҫыннисем патне янӑ 2-мӗш ҫырупа паллаштарни

Павел Иеговӑн кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ текен хыпар суя пулнине ӑнлантарса панӑ тата тӑвансене ӗненӗве ҫирӗп упраса хӑварма хавхалантарнӑ.

Тимофей патне янӑ 1-мӗш ҫырупа паллаштарни

Ҫак ҫырура Павел Тимофее пухури ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ хушусем панӑ, суя вӗрентӳсем хыҫҫӑн каясран тата укҫана юратассинчен асӑрхаттарнӑ.

Тимофей патне янӑ 2-мӗш ҫырупа паллаштарни

Павел Тимофее сӑваплӑ ӗҫе туллин туса пыма хавхалантарать.

Тит патне янӑ ҫырупа паллаштарни

Павел апостол Тит патне янӑ ҫырура Критри пухура сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан канашсем панӑ тата старейшинӑсем валли требованисем ҫырса хунӑ.

Филимон патне янӑ ҫырупа паллаштарни

Ҫак кӗске, анчах та витӗмлӗ ҫыру пире хамӑра кӗҫӗне хурас, ырӑ тӑвас тата каҫарас тӗлӗшрен нумай япалана вӗрентме пултарать.

Еврейсем патне янӑ ҫырупа паллаштарни

Христиансем Турра мӗнле пуҫҫапни ӑна храмра парне кӳрсе пуҫҫапнинчен чылай лайӑхрах.

Иаков ҫырӑвӗпе паллаштарни

Иаков витӗмлӗ тӗслӗхсемпе усӑ курса христиансен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ принципсене ӑнлантарса панӑ.

Петрӑн 1-мӗш ҫырӑвӗпе паллаштарни

Петрӑн пӗрремӗш ҫырӑвӗ пире Турӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлесе тӑма тата кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Турра шанса тӑма хавхалантарать.

Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗпе паллаштарни

Петрӑн иккӗмӗш ҫырӑвӗнче ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре кӗтсе тӑнӑ май пирӗн Турра чунтан парӑнса пурӑнмалла тенӗ.

Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗпе паллаштарни

Иоанӑн ҫырӑвӗ пире антихристсем пирки асӑрхаттарать тата пирӗн мӗне юратмаллипе мӗне юратмалла маррине ӑнланма пулӑшать.

Иоанӑн 2-мӗш ҫырӑвӗпе паллаштарни

Иоанӑн иккӗмӗш ҫырӑвӗ пире чӑнлӑхра ҫӳреме тата илӗртсе улталакансенӗн витӗмне хирӗҫ тӑма хавхалантарать.

Иоанӑн 3-мӗш ҫырӑвӗпе паллаштарни

Иоанӑн виҫҫӗмӗш ҫырӑвӗ христиансене пӗр-пӗрне хапӑл туса мӗнле йышӑнмаллине вӗрентет.

Иуда ҫырӑвӗпе паллаштарни

Иуда христиансене улталама тата вӗсен ӗненӗвне аркатма хӑтланакансен суйине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.

Ӳлӗмхине кӗнекепе паллаштарни

Ӳлӗмхине кӗнекере Турӑ ҫынсем пирки тата ҫӗр пирки хӑй мӗн шутласа хунине Турӑ Патшалӑхӗ урлӑ мӗнле пурнӑҫлассине кӑтартакан курӑнусем ҫинчен каланӑ.