Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?

Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?

Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

  • Пӗтет.

  • Пӗтмест.

  • Пӗтсен те, пӗтмесен те пултарать.

 БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗмхине 21:4, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ

Турӑ хӗн-хур кӑтартманнине ҫирӗплетсе парать (Иаков 1:13).

Эпир хӗн-хур курнӑ чухне мӗн туйнине Турӑ пӗтӗмпех ӑнланнине пӗлни чуна канӑҫлӑх парать (Захария 2:8).

Хӗн-асап пӗтет тесе шантарать (Псалом 36:9—11).

 БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ-ШИ?

Пулать, ҫавна валли сахалтан та икӗ сӑлтав пур:

  • Турӑ хӗн-асапа тата тӗрӗсмарлӑха кураймасть. Хӑйӗн халӑхне ыттисем хаяррӑн пусмӑрланӑ чухне Иегова Турӑ хӑйне мӗнле туйнӑ? «Вӗсем тертпе пусмӑр айӗнче йынӑшнине илтсе» вӑл хӑй те асапланнӑ, куляннӑ тенӗ Библире (Тӳресен 2:18).

    Турра пӗр ҫынсем теприсене усал тунине пӑхса тӑма хӗн. Сӑмахран, Библире «айӑпсӑр юн юхтаракан алла» Турӑ кураймасть тенӗ (Ытарӑшсем 6:16, 17).

  • Турӑ пирӗншӗн пуриншӗн те тӑрӑшать. Библире ҫынсем «хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса» тӑраҫҫӗ тенӗ, анчах та вӗсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен Иегова та пӗлет (2 Ҫулсеренхи 6:29, 30).

Иегова кӗҫех хӑйӗн Патшалӑхӗ урлӑ кашнин хӗн-асапне пӗтерӗ (Матфей 6:9, 10). Халӗ вара вӑл хӑйне шанакансене хӗрхенсе лӑплантарса тӑрать (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27; 2 Коринф 1:3, 4).

 ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР-ХА

Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма парать?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе РИМ 5:12 тата 2 ПЕТР 3:9 пӑхӑр.