Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Авалхи Иерихон хулине кӗске вӑхӑтра ҫӗнсе илнине мӗн кӑтартса парать?

Иисус Навин 6:9—14, 19 каланӑ тӑрӑх, израильтянсем Иерихон тавра кунне пӗр хутчен ҫаврӑннӑ, ҫакӑн пек вӗсем ултӑ кун хушши туса тӑнӑ. Ҫиччӗмӗш кунне вӗсем хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Турӑ Иерихонӑн ҫирӗп хӳмисене ишӗлтерсе антарнӑ. Вара израильтянсем хулана кӗнӗ те ӑна ярса илнӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, Иерихон хулине туртса илес умӗн ӑна сахал вӑхӑт хушши хупӑрласа тӑнӑ. Ҫакна археологи ҫирӗплетсе парать-и?

Авалхи вӑхӑтра пӗр-пӗр ҫирӗп хӳмеллӗ хулана туртса илес тесе ӑна ҫар хупӑрласа тӑнӑ. Хулана чылай вӑхӑт хушши хупӑрласа тӑнӑ пулсан, унти ҫынсем хӑйсем пухса хунӑ апат-ҫимӗҫе нумайӑшне ҫисе яма пултарнӑ. Юлашкинчен хулана ҫӗнсе илекенсем хӑйсем мӗн илес килнине пурне те, хулара тӑрса юлнӑ апат-ҫимӗҫе те, туртса илнӗ. Анчах та Иерихонӑн ишӗлчӗкӗсем айӗнче археологсем апат-ҫимӗҫ нумай юлнине асӑрханӑ. Пӗр журналта ҫавӑн пирки ҫапла каланӑ: «Тӑмран тунӑ япаласемсӗр пуҫне аркатса пӗтернӗ хулара нумай тырӑ тупнӑ. [...] Палестинӑра археологи ӗҫӗсене тунӑ чухне ҫакӑн пекки пӗрре анчах пулнӑ. Ялан тенӗ пекех, тырӑ тултарнӑ пӗр-икӗ савӑт тупма май килнӗ, анчах та ҫавӑн чухлӗ тырӑ тупни нихӑҫан та пулман» (Biblical Archaeology Review).

Библире каланӑ тӑрӑх, израильтянсем Иерихонра нимле апат-ҫимӗҫе те тӗкӗнмен, мӗншӗн тесен Иегова вӗсене ҫавна тума хушнӑ (Иис. Н. 6:16, 17). Ҫавӑн пекех Израиль ҫыннисем Иерихон ҫине ҫуркунне, тыр-пул пухса кӗртнӗ хыҫҫӑнах тапӑннӑ, ҫавӑнпа та хулара тырӑ нумай пулнӑ (Иис. Н. 3:15—17; 5:10). Хулара питӗ нумай тырӑ тӑрса юлни, Библире каланӑ пек, Иерихона сахал вӑхӑт хушши хупӑрласа тӑнине кӑтартса парать.