Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Маншӑн... Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!»

«Маншӑн... Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!»

ЭПӖ тӑхӑр ҫула ҫитсен ӳсме пӑрахрӑм. Эпир ун чухне Кот-д’Ивуарта пурӑннӑ. Халӗ те, ҫавӑнтанпа 34 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, манӑн кӗлетке ҫӳллӗшӗ пӗр метр ҫеҫ. Аттепе анне эпӗ ӳсме пӑрахнине ӑнланса илсен, мана хам пӗчӗк пулни ҫинчен ытлашши шухӑшлама парас мар тесе ӗҫлеме хавхалантарчӗҫ. Вара эпӗ хамӑр ҫурт умне сӗтел лартрӑм та ун ҫине сутма улма-ҫырла хутӑм, сӗтелне вара яланах таса та тирпейлӗ тытма тӑрӑшрӑм. Ҫакна пула нумайӑшӗ ман пата улма-ҫырла туянма килетчӗ.

Паллах ӗнтӗ, ӗҫлени манӑн пур йывӑрлӑха та татса параймарӗ. Эпӗ питӗ пӗчӗк пулнӑран мана тавар сутмалли сӗтел ҫинчен япаласене кармашса илме тиветчӗ. Мана пурне те хамран икӗ хут ҫӳллӗрех ҫынсем валли тунӑ пек туйӑнатчӗ. Эпӗ хама шеллеттӗмччӗ. Анчах та 14 ҫула ҫитсен манӑн пурнӑҫ улшӑнчӗ.

Пӗррехинче ман пата улма-ҫырла туянма икӗ хӗрарӑм килчӗ, вӗсем Иегова Свидетелӗсем пулнӑ. Вӗсем манпа Библи вӗренме пуҫларӗҫ. Кӗҫех эпӗ хам пӗчӗк пулни ҫинчен шутлас вырӑнне Иеговӑпа унӑн тӗллевӗ ҫинчен пӗлсе пырасси кирлӗрех пулнине ӑнланса илтӗм. Ҫакӑ мана питӗ пулӑшрӗ. Псалом 72:28 эпӗ кӑмӑллакан сӑвӑ йӗрки пулса тӑчӗ. Унӑн малтанхи пайӗнче ҫапла каланӑ: «Маншӑн... Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!»

Аттепе анне кӗтмен ҫӗртен Буркина-Фасона куҫса кайма шут тытсан, манӑн пурнӑҫ тӗпрен улшӑнчӗ. Унччен Кот-д’Ивуарта эпӗ улма-ҫырла сутса тӑнине курма ҫынсем хӑнӑхнӑччӗ. Анчах та ҫӗнӗ вырӑнта эпӗ ют ҫынччӗ, унта пурӑнакан ҫынсем ман ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таранах шӑтарасла пӑхатчӗҫ. Ҫавна пула эпӗ хӑш-пӗр чухне эрни-эрнипе килтен тухмастӑмччӗ. Унтан эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланнӑ чухне хама мӗнле лайӑх пулнине аса илтӗм. Эпӗ Иегова Свидетелӗсен филиалне ҫыру ҫырса ятӑм, вара ман пата Нани ятлӑ миссионер мотороллерпа килчӗ. Вӑл шӑп мана кирлӗ ҫын пулчӗ.

Пирӗн таврари хӑйӑрлӑ ҫулсем ҫинче яланах шуса ӳкме пулатчӗ, ҫумӑрлӑ вӑхӑтра вара вӗсем пылчӑклӑччӗ. Ҫавӑнпа та Нани манпа Библи вӗренме килнӗ чухне хӑйӗн мотороллерӗпе пӗрре анчах мар ӳкнӗ. Анчах та вӑл парӑнман. Пӗррехинче вӑл мана хӑйӗнпе пӗрле пухӑвӑн тӗлпулӑвне кайма сӗнчӗ. Ҫакна тӑвас тесен манӑн урама тухмалла тата ҫынсем ман ҫине шӑтарасла пӑхнине курмалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне хыҫалта ларакан пассажира пула мотороллер рульне тытса пыма та йывӑр пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах эпӗ килӗшрӗм. Мана хама килӗшекен сӑвӑ йӗркин тепӗр пайӗ ҫакна тума вӑй пачӗ, унта каланӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп [«хамӑн хӳтлӗхӗм турӑм», ҪТ]».

Эпир Нанипе пӗрле пылчӑк ҫине пӗрре анчах мар ӳкнӗ, ҫав-ҫавах христиансен пухӑвӗсене ҫӳрени усӑ пачех. Патшалӑх залӗнче мана тӑвансем йӑл кулса кӗтсе илетчӗҫ, ку вара ҫынсем ман ҫине шӑтарасла пӑхнинчен пачах урӑхлаччӗ. Тепӗр тӑхӑр уйӑхран эпӗ шыва кӗтӗм.

Хама килӗшекен сӑвӑ йӗркин тата тепӗр пайӗнче ҫапла каланӑ: «Санӑн пур ӗҫӳ ҫинчен те... пӗлтерсе тӑрас тесе». Мана пуринчен ытла сӑваплӑ ӗҫе тума йывӑр пуласса эпӗ пӗлнӗ. Пӗрремӗш хут ырӑ хыпара килтен киле сарма кайнине эпӗ паянхи кун та астӑватӑп. Ачасем те, аслисем те ман ҫине шӑтарасла пӑхса, ман хыҫҫӑн эпӗ мӗнле утнӑ пек утса пырса мана йӗкӗлтесе пычӗҫ. Ҫакӑ мана питӗ кӳрентерчӗ, анчах та вӗсене рай мана кирлӗ пекех кирлӗ тесе эпӗ хама аса илтерсех тӑтӑм, ҫавӑнпа та эпӗ ырӑ хыпара калама чарӑнмарӑм.

Ҫӳреме ҫӑмӑлрах пултӑр тесе эпӗ виҫӗ урапаллӑ алӑпа авӑсмалли велосипед илтӗм. Сӑваплӑ ӗҫе манпа пӗрле тӑвакан тӑван мана тӑвалла тӗкнӗ, унтан вӑл велосипед ҫине сиксе ларнӑ та эпир анаталла ярӑнса аннӑ. Малтан ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑлах мар пулнӑ пулин те, каярахпа мана сӑваплӑ ӗҫ савӑнӑҫ пама тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ 1998 ҫулта пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм.

Эпӗ нумай ҫынпа Библи вӗрентӗм, вӗсенчен тӑваттӑшӗ шыва кӗчӗҫ. Унсӑр пуҫне манӑн йӑмӑк та чӑнлӑха йышӑнчӗ. Ыттисем чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туни ҫинчен илтни мана шӑп хама кирлӗ вӑхӑтра хавхалантаратчӗ. Пӗррехинче маляри чирӗпе асапланнӑ чухне эпӗ Кот-д’Ивуартан ҫыру илтӗм. Унччентерех эпӗ пӗр студентпа алӑк умӗнче Библи вӗренме пуҫларӑм, унтан ӑна арҫын тӑвана патӑм. Каярахпа вӑл Буркино-Фасоран Кот-д’Ивуара куҫса кайрӗ. Вӑл шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑнине пӗлме мана питӗ хаваслӑ пулчӗ!

Эпӗ хама пурӑнмалӑх укҫа мӗнле ӗҫлесе илетӗп? Инвалидсене пулӑшакан организаци мана ҫӗвӗҫ ӗҫне вӗренме сӗнчӗ. Пӗр вӗрентекен эпӗ ӗҫчен пулнине асӑрхарӗ те каларӗ: «Пирӗн сана супӑнь тума вӗрентмелле». Халӗ эпӗ килте пит тата кӗпе супӑнӗсем тӑватӑп. Эпӗ тӑвакан япаласем ҫынсене килӗшеҫҫӗ, вӗсем вара ыттисене те ҫав супӑньсене туянма сӗнеҫҫӗ. Эпӗ супӑньсене хамӑн виҫӗ урапаллӑ мотороллерпа леҫсе ҫӳретӗп.

Шел пулин те, шурӑм шӑмми кукӑр пулнине пула питӗ ыратма пуҫланӑран эпӗ 2004 ҫулта пионер пулса ӗҫлеме пӑрахрӑм. Ҫав-ҫавах эпӗ сӑваплӑ ӗҫе туллин хутшӑнма тӑрӑшатӑп.

Санӑн питӳ яланах йӑл кулӑпа ҫиҫсе тӑрать тесе калаҫҫӗ мана ҫынсем. Эпӗ чӑнах та телейлӗ, мӗншӗн тесен маншӑн Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей! (Каласа параканӗ — Сара Майга.)