Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Галилейӑри Бирия вӑрманӗ

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Библире каланӑ пек, авалхи Израильте вӑрмансем чӑнах та нумай пулнӑ-и?

ПАМА пулнӑ ҫӗрӗн хӑш-пӗр пайӗсенче ҫӑра вӑрмансем пулнӑ тесе каланӑ Библире (3 Патш. 10:27; Иис. Н. 17:15, 18). Анчах та хальхи вӑхӑтра ҫав вырӑнсенчен нумайӑшӗнче йывӑҫсем юлманпа пӗрех, ҫавӑнпа та скептиксем унта хӑҫан та пулин вӑрмансем пулни пирки иккӗленме пултараҫҫӗ.

Сикомор ҫырлин пысӑк ҫупкӑмӗ

«Хальхи вӑхӑтпа танлаштарсан, авалхи Израильте вӑрмансем чылай нумайрах пулнӑ» тесе ӑнлантарса панӑ пӗр кӗнекере (Life in Biblical Israel). Сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсенче ӳсекен йывӑҫ-курӑксенчен ытларах алепп хырӗ (Pinus halepensis), калеприн юманӗ (Quercus calliprinos), терпентин йывӑҫӗ (Pistacia palaestina) пулнӑ. Шефелӑра, ту ҫумӗнчи айлӑмра — тӗп тусен ретӗнчен пуҫласа Вӑтаҫӗр тинӗс хӗрри таран сарӑлса выртакан вырӑнта — сикомор йывӑҫӗ (Ficus sycomorus) нумай ӳснӗ.

«Библири йывӑҫ-курӑксем» ятлӑ кӗнекере хальхи вӑхӑтра Израильти хӑш-пӗр вырӑнсенче йывӑҫсем пачах ҫук тесе каланӑ. Мӗне пула ҫапла пулса тухнӑ? Вӑрмансем майӗпен-майӗпен сайраланса пынӑ. Ҫав кӗнекере ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Ытларах чухне ака-суха тумалли тата кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсене анлӑлатас, ҫуртсем тумалли япаласене тата вут-шанкӑ хатӗрлес тесе ҫын йывӑҫ-курӑксем ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр витӗм кӳрсе тӑнӑ» (Plants of the Bible).