Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библи куҫарӑвӗсем. Мӗншӗн вӗсем ҫав тери нумай?

Библи куҫарӑвӗсем. Мӗншӗн вӗсем ҫав тери нумай?

Мӗншӗн Библи куҫарӑвӗсем ҫав тери нумай? Вӗсем Библин чи малтанхи текстне ӑнланма пулӑшаҫҫӗ-и? Е, пачах урӑхла, чӑрмантараҫҫӗ? Айтӑр ҫак куҫарусене мӗнле тунине пӑхса тухар. Ҫакӑ пире вӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ.

Чи малтан Библие кам тата хӑҫан ҫырнине пӗлер.

БИБЛИН ЧИ МАЛТАНХИ ТЕКСЧӖ

Библие час-часах икӗ пая пайлаҫҫӗ. Пӗрремӗш пайӗ 39 кӗнекерен тӑрать, вӗсем пирки «Турӑ сӑмахӗ» тенӗ (Рим 3:2). Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе шанчӑклӑ арҫынсем ҫак кӗнекесене 1 100 ҫул хушши ҫырнӑ — пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑчченхи 443 ҫулччен. Ҫак кӗнекесене ытларах еврей чӗлхипе ҫырнӑ, ҫавӑнпа та Библин ҫак пайне Еврей Ҫырӑвӗсем теҫҫӗ, ҫавӑн пекех ӑна Авалхи Халал пек те пӗлеҫҫӗ.

Библин иккӗмӗш пайӗ 27 кӗнекерен тӑрать, вӗсем пирки те «Турӑ Сӑмахӗ» тенӗ (1 Фессалоника 2:13). Ҫак кӗнекесене Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе Иисус Христосӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем ҫырнӑ, анчах та ҫакна вӗсем кӗске вӑхӑт хушшинче тунӑ. Ҫак вӑхӑт 60 ҫула яхӑн пынӑ — пирӗн эрӑри 41 ҫултан пуҫласа 98 ҫулччен. Вӗсене ытларах грек чӗлхипе ҫырнӑ, ҫавӑнпа та ҫак пайне Христианла Грек Ҫырӑвӗсем теҫҫӗ, ҫавӑн пекех ӑна Ҫӗнӗ Халал пек те пӗлеҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле ҫак 66 кӗнекене Библи теҫҫӗ, вӑл — Турӑ этемлӗхе панӑ ҫыру. Анчах мӗншӗн-ха ӑна ытти чӗлхесем ҫине куҫармалла пулнӑ? Акӑ виҫӗ тӗп сӑлтав.

  •  Ҫынсем Библие хӑйсен тӑван чӗлхипе вулама пултарччӑр тесе.

  •  Ҫырса илекенсем тунӑ йӑнӑшсене тӳрлетес тесе тата текст Библин малтанхи ҫырӑвӗсемпе килӗшсе тӑтӑр тесе.

  •  Кивелнӗ сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ҫӗннисемпе улӑштарас тесе.

Ҫак виҫӗ сӑлтава шута илсе Библин пӗрремӗш икӗ куҫарӑвне пӑхса тухар.

ГРЕК СЕПТУАГИНТИ

Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтчен 300 ҫул маларах иудей ученӑйӗсем Еврей Ҫырӑвӗсене тепӗр чӗлхе ҫине — грек чӗлхи ҫине — куҫарма пуҫланӑ. Ҫак куҫару Грек Септуагинти пек паллӑ пулса тӑнӑ. Ӑна мӗнле тӗллевпе тунӑ? Еврейсем «Турӑ Ҫырӑвне» лайӑх пӗлме пултарччӑр тесе. Мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑталла вӗсенчен нумайӑшӗ еврейла мар, грек чӗлхипе ҫеҫ калаҫнӑ (2 Тимофей 3:15).

Ҫавӑн пекех Септуагинта миллион-миллион еврей мар ҫынна, грекла калаҫнӑскерсене, Библи мӗне вӗрентнине пӗлме пулӑшнӑ. Мӗнле майпа? Уилберт Говард профессорӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, «пӗрремӗш ӗмӗр варринчен пуҫласа вӑл Христиан Чиркӗвӗн Библийӗ пулса тӑнӑ, ҫак Чиркӗвӗн миссионерӗсем синагогӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне Иисус вӑл Мессия пулнӑ тесе Ҫыру тӑрӑх кӑтартнӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 17:3, 4; 20:20). Фредерик Брюс библеист ҫакӑ вӑл еврейсенчен нумайӑшӗ мӗншӗн «Септуагинтӑпа интересленме пӑрахнине» кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗри тенӗ.

Иисус Христосӑн вӗренекенӗсем Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчи кӗнекесене ҫырнӑ май вӗсене Септуагинтӑна (грек чӗлхи ҫине куҫарнӑ Еврей Ҫырӑвӗсем) кӗртсе пынӑ. Ҫапла майпа вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫак кӗнекесен пуххи Библи пулса тӑнӑ.

ЛАТИНЛА ВУЛЬГАТА

Библие ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн 300 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен Иероним ятлӑ богослов ӑна латин чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ҫак куҫарӑва латинла Вульгата пек пӗле пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле латинла куҫарнӑ Библин хӑш-пӗр кӗнекисем пулнӑ. Апла мӗншӗн-ха тата тепӗр куҫару кирлӗ пулнӑ? Пӗр энциклопедире каланӑ тӑрӑх, Иероним «тӗрӗс мар куҫарнине, тӳрех курӑнакан йӑнӑшсене, ҫавӑн пекех текста кӗртнӗ улшӑнусене» тӳрлетесшӗн пулнӑ (The International Standard Bible Encyclopedia).

Иероним ҫав йӑнӑшсенчен нумайӑшне тупса тӳрлетнӗ. Каярахпа чиркӳ пуҫлӑхӗсем латинла Вульгатӑна пӗртен-пӗр тӗрӗс Библи куҫарӑвӗ тесе пӗлтернӗ, унтан ҫак йышӑнӑва темиҫе ӗмӗр хушши тытса тӑнӑ. Ҫакӑ питӗ пысӑк сиен кӳнӗ! Ҫынсене Библие ӑнланма пулӑшас вырӑнне вӗсем ӑна никам та ӑнланма пултарайман кӗнеке туса хунӑ, вӗт ҫынсенчен нумайӑшӗ латин чӗлхине пачах пӗлмен.

КУҪАРУСЕН ШУЧӖ ӲССЕ ПЫРАТЬ

Ҫав вӑхӑтрах Библин ытти куҫарӑвӗсем тухма пуҫланӑ, сӑмахран, чылайӑшӗ пӗлекен сирилле Пешитта, ӑна пирӗн эрӑри V ӗмӗрте ҫырнӑ. Анчах Библие ахаль ҫынсем ӑнланакан чӗлхе ҫине XIV ӗмӗрте кӑна куҫарма пуҫланӑ.

Англире, XIV ӗмӗр вӗҫӗнче, Джон Уиклиф чиркӗве хирӗҫ кайнӑ. Вӑл Библи «вилнӗ» латин чӗлхипе ҫеҫ пултӑр темен, ӑна акӑлчан чӗлхи ҫине, нумайӑшӗ калаҫакан чӗлхе ҫине, куҫарма пуҫланӑ. Кӗҫех Иоганн Гутенберг кӗнеке пичетлемелли май шутласа кӑларнӑ, вара библеистсен Библие Европӑра калаҫакан ытти чӗлхесем ҫине куҫарса салатма май уҫӑлнӑ.

Акӑлчанла куҫарнӑ Библисем нумайланса пынӑ май критиксем пӗр чӗлхепех темиҫе куҫару туни кирлех-ши теме пуҫланӑ. XVIII ӗмӗрте Джон Льюис ятлӑ акӑлчан священникӗ ҫапла ҫырнӑ: «Чӗлхе кивелсе пырать, нумай-нумай сӑмахпа усӑ курма пӑрахаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унччен тунӑ куҫарусене, вӗсем хальхи ӑрӑва ӑнланмалла пулччӑр тесен, ҫӗнӗрен пӑхса тухмалла».

Паян библеистсене кивӗ куҫарусене пӑхса тухма чылай ҫӑмӑлрах. Мӗншӗн тесен вӗсем авалхи чӗлхесене, Библие ҫырнӑ чӗлхесене, лайӑхрах ӑнланаҫҫӗ тата нумаях пулмасть тупнӑ авалхи алҫырусемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫаксем пурте Библин чи малтанхи текстне тӗрӗсрех ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.

Библин тӗрлӗ куҫарӑвӗсем усӑллӑ пулнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Паллах, мӗнле Библи куҫарӑвӗпе усӑ курмаллине тӗплӗн суйласа илмелле *. Анчах куҫаракансем ҫак ӗҫе Турра юратнӑран тӑваҫҫӗ пулсан, вӗсен ӗҫӗ пире нумай усӑ пама пултарать.

^ 24 абз. 2008 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗнчи «Как выбрать хороший перевод Библии?» статьяна пӑхӑр.