Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ

Пӗр ҫул та пулин канлӗ те телейлӗ пурӑнма парсам

Пӗр ҫул та пулин канлӗ те телейлӗ пурӑнма парсам
  • ҪУРАЛНӐ ҪУЛ: 1971

  • ҪӖРШЫВ: ФРАНЦИ

  • УНЧЧЕН: ПРЕСТУПНИК, НАРКОМАН ПУЛНӐ ТАТА АСКӐНЛАНСА ПУРӐННӐ

УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪ.

Пирӗн ҫемье Францин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче вырнаҫнӑ Телланкуре ятлӑ ялта пурӑннӑ. Манӑн атте француз, анне итальян ҫынни пулнӑ. Эпӗ саккӑр тултарсан, эпир Рим хули (Итали) хӗрринчи чухӑн района пурӑнма куҫса кайрӑмӑр. Ҫемьере пурнӑҫ йывӑрланса пычӗ. Аттепе анне укҫа ҫитменшӗн час-часах харкашатчӗҫ.

Эпӗ 15 ҫулта чухне анне мана, туссем тупма пулӑшас тесе, килте ан лар тетчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ урамра чылайлӑха ҫухалаттӑмччӗ. Кӗҫех эпӗ япӑх ҫынсемпе ҫыхланса кайрӑм. Пӗррехинче ман пата ырӑ кӑмӑллӑ пек курӑнакан арҫын пычӗ те наркотик сӗнчӗ. Эпӗ илтӗм, мӗншӗн тесен манӑн аслисем пек курӑнас килетчӗ. Кӗҫех эпӗ наркотиксемпе аскӑнлӑх ӑшне путрӑм. Темиҫе хут мана вӑйпа хистесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртрӗҫ. Вара манӑн пурӑнас килми пулса ҫитрӗ, ҫавӑнпа та вилсен те, вилмесен те — маншӑн пурпӗрехчӗ. Эпӗ хама тӑр-пӗччен пек туяттӑмччӗ. Вунулттӑра эпӗ хам ҫине алӑ хума хӑтланса пӑхрӑм — пӗр бутылка виски ӗҫсе ятӑм та кӳлле чӑмрӑм. Ҫавна пула эпӗ виҫӗ кун вилес патне ҫитсе тӑнсӑр выртрӑм.

Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ пурнӑҫа хаклама пуҫларӑм, ҫав вӑхӑтрах хаяр та суеҫ ҫын пулса тӑтӑм. Эпӗ ҫынсене хампа ар ҫыхӑнӑвне кӗме сӗннӗ. Вӗсем мана хӑйсем патне килне чӗнсен эпӗ вӗсене наркотик параттӑмччӗ, кайран вара вӗсен хаклӑ япалисене вӑрласа тухса каяттӑмччӗ. Преступниксен пысӑк ушкӑнӗсем пӗтӗм Италипе наркотик салатас тесе манпа усӑ куратчӗҫ. Полиципе манӑн час-часах йывӑрлӑхсем пулкалатчӗҫ. Хамӑн пурнӑҫ ним усӑсӑр иртнӗ пек тата хам пурнӑҫпа хам хуҫа мар пек туйӑнатчӗ мана. Ҫав-ҫавах эпӗ ку тӗнчене ахаль килменнине ӗненнӗ. Эпӗ Турра пӗр ҫул та пулин канлӗ те телейлӗ пурӑнма парсам тесе кӗлтунӑ.

БИБЛИ МАНӐН ПУРНӐҪА МӖНЛЕ УЛӐШТАРЧӖ.

24 ҫулта чухне эпӗ Англие куҫса кайма шутларӑм. Наркотик сутакансемпе ҫыхӑннӑ пирки манӑн пурнӑҫ хӑрушлӑхра пулнӑ. Куҫса каяс умӗн эпӗ анне патне кайрӑм, ун патӗнче вара Анунсиато Лугару * ятлӑ арҫынна курах кайрӑм. Вӑл манӑн аннене Библи ҫинчен каласа паратчӗ. Вӑл унччен преступник пулнӑ, ҫавӑнпа эпӗ хӑраса ӳкрӗм те мӗншӗн кунта килтӗн тесе ыйтрӑм. Вӑл Иегова Свидетелӗ пулас тесе пурнӑҫа тӗпрен улӑштартӑм тесе каларӗ. Вара вӑл мана Англие ҫитсен Свидетельсемпе курса калаҫма сӑмах пар терӗ. Эпӗ ҫавна тума килӗшрӗм. Анчах Англие ҫитсенех эпӗ унчченхи пекех пурӑнма пуҫларӑм.

Пӗррехинче Лондонри халӑх йышлӑ ҫӳрекен урамсенчен пӗринче «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсене сӗнекен Свидетеле тӗл пултӑм. Хам мӗн тума сӑмах панине аса илтӗм те ҫав Свидетеле хампа Библи вӗренме ыйтрӑм.

Библирен мӗн пӗлни манӑн чуна хускатмаллипех хускатрӗ. Сӑмахран, 1 Иоанн 1:9-мӗшӗнчи сӑмахсем чӗренех пырса тиврӗҫ. Унта Турӑ ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫылӑхӑмӑрсене йышӑнса каласа кӑтартатпӑр пулсассӑн, Вӑл Хӑй тӗрӗс те тӳрӗ пулнӑран пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарӗ, пире... тасатӗ». Ҫак сӑвӑ йӗрки манӑн ӑшра манӑҫми йӗр хӑварчӗ, мӗншӗн тесен хам мӗнле пурӑннине пула хама питӗ таса мар пек туяттӑмччӗ. Эпӗ тӳрех Иегова Свидетелӗсен Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫларӑм. Свидетельсем мана ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем хушшинчи туслӑх мӗн тери ҫирӗп пулнине курсан — эпӗ вара ҫавӑн пек туслӑх пирки яланах ӗмӗтленнӗ — манӑн ҫав пӗр ҫемье пек пурӑнакан пухӑвӑн пайӗ пулса тӑрас килсе кайрӗ.

Наркотиксемпе иртӗхме чарӑнма тата аскӑнланса пурӑнма пӑрахма мана йывӑр мар пулчӗ пулин те, хамӑн характера улӑштарма чылай йывӑртарах пулчӗ. Ҫынсене хисеплеме тата вӗсемпе тимлӗ пулма кирлине эпӗ ӑнланса илтӗм. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ халӗ те хамӑн хӑш-пӗр ҫитменлӗхсемпе кӗрешетӗп. Анчах та Иегова пулӑшнипе эпӗ нумай енчен лайӑхланма пултартӑм. Библи вӗренме пуҫланӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑх иртсен эпӗ шыва кӗтӗм те Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм. Ҫакӑ 1997 ҫулта пулса иртрӗ.

МАНӐН ПУРНӐҪ ХӐШ ЕНЧЕН ЛАЙӐХЛАНЧӖ.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эпӗ Барбара ятлӑ хӗре качча илтӗм, вӑл та нумаях пулмасть Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑччӗ. Манӑн унчченхи туссенчен пӗри эпӗ мӗнле улшӑннине курсан Библи вӗренме пуҫларӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл та, унӑн аппӑшӗ те Свидетельсем пулса тӑчӗҫ. Унтан ман кукамайӑн 80 ҫултан иртнӗ аппӑшӗ Библипе интересленме пуҫларӗ. Вӑл виличчен шыва кӗме ӗлкӗрчӗ.

Халӗ эпӗ Лондонри пухура старейшина пулса ӗҫлетӗп. Эпир арӑмпа пӗрле итальянла калаҫакан ҫынсене Библи ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе ырӑ хыпар сарма нумай вӑхӑт уйӑратпӑр. Хутран-ситрен унччен мӗнле пурӑнни аса килкелет те мана хуйха ӳкерет, анчах та Барбара мана лӑплантарать. Халӗ чунтан ӗмӗтленнӗ ӗмӗт пурнӑҫланчӗ: манӑн ҫирӗп ҫемье тата юратакан Аттем пур! Эпӗ Турра пӗр ҫул та пулин канлӗ те телейлӗ пурӑнма парсам тесе ыйтнӑччӗ, анчах та вӑл мана чылай нумайрах пачӗ!

Халӗ чунтан ӗмӗтленнӗ ӗмӗт пурнӑҫланчӗ: манӑн ҫирӗп ҫемье тата юратакан Аттем пур!

^ 10 абз. Анунсиато Лугару ҫинчен «Почему с хорошими людьми случаются несчастья?» ятлӑ брошюрӑри 8—9 страницӑсенчи «Библия меняет жизнь. При мне всегда был пистолет» статьяра вулама пулать.