Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Авалхи Вавилон ишӗлчӗкӗсем ӑшӗнче тупнӑ кирпӗчсем тата вӗсене мӗнле туни Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

АВАЛХИ Вавилон ишӗлчӗкӗсем ӑшӗнче археологсем миллион-миллион хӗртнӗ кирпӗч тупнӑ. Вӗсемпе хула туса лартнӑ чухне усӑ курнӑ пулнӑ. Ро́берт Ко́льдевей археолог каланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек кирпӗчсене кӑмакасенче тунӑ, кӑмакасем вара «хула тулашӗнче, ӑҫта лайӑх тӑм пулнӑ тата ҫунтармалӑх нумай тӗм ӳснӗ», ҫавӑнта пулнӑ.

Авалхи документсенче ҫырнӑ тӑрӑх, Вавилонри пуҫлӑхсем тискер ӗҫсем тӑвас тесе те кӑмакасемпе усӑ курнӑ. Торонто университетӗнчи авалхи Ассирин историпе чӗлхин профессорӗ Поль-Але́н Больё ҫапла ҫырнӑ: «Хӑш-пӗр Вавилон тексчӗсенче... пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата сӑваплӑ шутланакан япаласене хурланӑшӑн айӑплисене патша ҫунтарса яма хушнӑ тенӗ». Сӑмахран, Навуходоносор патша пурӑннӑ вӑхӑтри пӗр текстра ҫакӑн пек хушу пур: «Пӗтерӗр вӗсене, кӑмакара ҫунтарӑр вӗсене, ӑшалӑр вӗсене... вӗсенчен тӗтӗм хӑпартӑр, хӗмленсе ҫунакан ҫулӑмра пӗтчӗр вӗсем».

Ҫакӑ Библи вулакансене Даниил кӗнекинчи 3-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырнине аса илтерет. Унта Навуходоносор патша Вавилон тулашӗнче Дура айлӑмӗнче пысӑк ылтӑн кӗлетке туса лартнӑ тесе ҫырнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк еврей — Седрах, Мисах тата Авденаго — ҫав ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапма килӗшмесен Навуходоносор урса кайнӑ. Патша «кӑмакана унчченхинчен ҫичӗ хут хӗрӳрех хутма хушнӑ» та Туррӑн ҫав ӗҫлекенӗсене «вут-ҫулӑмпах хӗрсе ҫунакан кӑмакана ывӑтма» каланӑ. Анчах та хӑватлӑ ангел вӗсене вилӗмрен ҫӑлнӑ (Дан. 3:1—6, 19—23, 91—95).

© The Trustees of the British Museum. Licensed under CC BY-NC-SA 4.0. Source

Навуходоносорӑн ятне ҫырса хунӑ хӗртнӗ кирпӗч

Вавилонра тупнӑ кирпӗчсем те Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Нумай кирпӗч ҫинче патшана мухтакан сӑмахсем пур. Сӑмахран, пӗрин ҫинче ҫапла ҫырнӑ: «Навуходоносор, Вавилон патши... Эпӗ Аслӑ Патша пулнӑ май хам валли кермен туса лартрӑм... [...] Ман тӑхӑмсем ҫакӑнта ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларччӑр». Ҫакӑ Даниил 4:27-мӗшӗнче Навуходоносор мухтанса каланӑ сӑмахсене аса илтерет: «Акӑ вӑл — аслӑ Вавилон, патша хули, эпӗ ӑна хӑватлӑ вӑйӑмпа хамӑн чапӑма ҫӗклеме туса лартнӑ!»