Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Юпа ҫумне пӑталанӑ ҫынна Римра влаҫра ларакансем тивӗҫлипе пытарма ирӗк панӑ пулӗччӗҫ-ши?

ИИСУСА икӗ вӑрӑ-хурах хушшине юпа ҫумне пӑталани ҫинчен нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ (Матф. 27:35—38). Анчах та хӑш-пӗрисем Иисусӑн кӗлеткине пытарма хатӗрлесе тупӑклӑха хуни пирки иккӗленеҫҫӗ (Марк 15:42—46).

Евангелисене критиклекенсенчен хӑш-пӗрисем юпа ҫумне пӑталанӑ ҫынна тивӗҫлипе пытарма ирӗк пама пултарайман теҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ун пек чухне пачах урӑхла тунӑ. Ариэль Сабар журналист «Смитсониан» журналта ҫапла ҫырнӑ: «Юпа ҫумне ним вырӑнне те хуман ҫынсене наказани парас тесе пӑталанӑ. Ҫавӑнпа экспертсем римлянсем вӑрӑ-хурахсене ытти ҫынсене пытарнӑ пек пытарма ирӗк панӑ текенсенчен кулаҫҫӗ» (Smithsonian). Вӗлерме приговор йышӑннӑ вӑрӑ-хурахсене юпа ҫинчех хӑварни римлянсен йӑлара пулнӑ. Ҫапла майпа вӗсем вӑрӑ-хурахсене намӑса кӑларнӑ, мӗншӗн тесен лешӗсен кӗлеткисем ҫине тискер чӗрчунсем тапӑннӑ. Кӗлеткесенчен мӗн юлнине вара пӗр виле шӑтӑкне пӑрахнӑ.

Анчах та урӑхла та пулма пултарнӑ. 1968 ҫулта археологсем пӗрремӗш ӗмӗрте пӑталанӑ арҫыннӑн шӑммисене тупнӑ. Ҫав шӑмӑсем Иерусалимран аякрах мар, еврейсен ҫемйин тупӑклӑхӗнче тупнӑ оссуарире (шӑмӑсем валли тунӑ ятарлӑ ещӗкре) пулнӑ. Тупнӑ япаласем хушшинче ҫыннӑн ура кӗллин шӑмми пулнӑ. Ӑна вара 11,5 сантиметрлӑ пӑтапа хӑма ҫумне ҫапса лартнӑ пулнӑ. Собар ҫапла калать: «Иехоханан ятлӑ арҫыннӑн ура кӗллин шӑмми Евангелисенче Иисуса тупӑклӑхра пытарнӑ тени тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать. Апла пулсан, Иисус вӑхӑтӗнче Рим ҫыннисем еврейсене юпа ҫумне пӑталанӑ ҫынна пытарма ирӗк панӑ».

Иехохананӑн ура кӗллин шӑммине тӗпченӗ май Иисуса юпа ҫумне мӗнле пӑталани пирки тӗрлӗрен шутлама пулать. Анчах та ҫакна ҫирӗппӗн калама пулать: юпа ҫумне пӑталанӑ хӑш-пӗр вӑрӑ-хурахсене пӗр виле шӑтӑкне пӑрахман, тивӗҫлипех пытарнӑ. Апла Библире Иисуса тупӑклӑха хунӑ тесе ҫырни тӗрӗс пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Эппин, археологсем мӗн тупни Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать.

Анчах та чи пӗлтерӗшли вӑл —Иегова хӑй мӗн калани. Иисуса пуян ҫыннӑн тупӑклӑхне пытарӗҫ тесе Турӑ малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Ӑна хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлама вара никам та чӑрмантарма пултараймасть (Ис. 53:9; 55:11).