Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Иерусалим храмӗнчи сутуҫӑсене вӑрӑ-хурахсем тесе калама пулать-и?

МАТФЕЙ ҫырнӑ Евангелире каланӑ: «Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, каланӑ вӗсене: „Манӑн Ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“ тесе ҫырнӑ; эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ» (Матф. 21:12, 13).

Иудейсен истори докуменчӗсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, храмри сутуҫӑсем парне памалли чӗрчунсемшӗн ҫынсене ытла пысӑк хак тӳлеттернӗ. Тӗслӗхрен, Мишнӑра пирӗн эрӑри I ӗмӗрте Турра парне кӳмешкӗн икӗ кӑвакарчӑна пӗр ылтӑн динарий парса илмелле пулнӑ тесе ҫырнӑ. Ҫак укҫана ӗҫлесе илме ахаль ҫыннӑн 25 кун ӗҫлемелле пулнӑ. Кӑвакарчӑнпа улатӑпана парне пек пама чухӑн ҫынсене ирӗк панӑ пулнӑ, анчах та ҫак кайӑксем те вӗсемшӗн ытла та хаклӑ пулнӑ (Лев. 1:14; 5:7; 12:6—8). Симон ятлӑ раввина, Гамалиил ывӑлне, ҫак лару-тӑру питӗ тарӑхтарнӑ, ҫавӑнпа вӑл Турра кӳмелли парнесен шутне чакарнӑ, вара икӗ кӑвакарчӑн хакӗ тӳрех ҫӗр хут йӳнелнӗ.

Ҫак фактсене шута илсен, ҫапла пӗтӗмлетсе калама пулать: Иисус храмри сутуҫӑсене тивӗҫлипе вӑрӑ-хурахсем тенӗ.