Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Бёрнетт, Саймона, Эстон тата Кейлеб

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Океанире

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Океанире

РЕНЕЙ, пӗр 35 ҫулсенчи хӗрарӑм тӑван, Австралире Иеговӑшӑн хастарлӑ ӗҫлекен Свидетельсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл каласа парать: «Пирӗн ҫемье хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна темиҫе хут та куҫса кайнӑ. Пурнӑҫа мӗнле пуянлатмаллине тата савӑнӑҫлӑрах мӗнле тумаллине аттепе анне пӗлнӗ! Хамӑн ывӑлпа хӗр ҫуралсан манӑн вӗсен пурнӑҫне те интереслӗ тӑвас килчӗ».

Реней упӑшкин Шейнӑн та, халӗ вӑл 40 ҫул патнелле ҫывхарса пырать, ҫавнашкалах тӗллевсем пулнӑ. Вӑл каласа парать: «Пирӗн иккӗмӗш ача ҫуралсан эпир „Хурал башнинче“ пӗр ҫемье ҫинчен вуларӑмӑр. Вӗсем хӑйсен яхти ҫине ларса Лӑпкӑ океанри кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнче вырнаҫнӑ Тонга утравӗсем ҫинче ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ *. Ҫав статья пире Австрали тата Ҫӗнӗ Зеланди филиалӗсене ҫыру ҫырса яма хавхалантарчӗ, ҫав ҫырура эпир хыпарҫӑсем ӑҫта кирлӗреххи ҫинчен пӗлтерме ыйтрӑмӑр *. Пире шӑпах хамӑр вуласа пӗлнӗ Тонга ятлӑ вырӑна кайма сӗнчӗҫ!»

Джейкоб, Реней, Скай тата Шейн

Шейнпа Реней, ҫавӑн пекех вӗсен икӗ ачи Джейкоб тата Скай Тонгӑра пӗр ҫула яхӑн пурӑннӑ. Кайран вара ҫӗршывра ҫине-ҫинех пӑлхавсем пулнӑран вӗсен Австралие таврӑнма тивнӗ. Апла пулин те, вӗсен Турӑшӑн ытларах ӗҫлес кӑмӑл сӳнмен. 2011 ҫулта вӗсем Лӑпкӑ океанри Норфолк ятлӑ Австралирен хӑвелтухӑҫ еннелле 1 500 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ пӗчӗк утрав ҫине куҫса кайнӑ. Ҫӗнӗ вырӑнта вӗсене килӗшнӗ-и? Джейкоб, халӗ 14 ҫула ҫитнӗскер, калать: «Иегова пирӗншӗн тӑрӑшрӗ кӑна мар, вӑл пулӑшнипе ырӑ хыпар сарма та питӗ интереслӗ пулчӗ!»

ЫРӐ ХЫПАРА ПӖТӖМ ҪЕМЬЕПЕ ПӖЛТЕРЕТПӖР

Иегова Свидетелӗсен нумай ҫемйи, Шейнпа Реней тата вӗсен ачисем пекех, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсене хатӗр пулсах куҫса каяҫҫӗ. Ҫавна тума вӗсене мӗн хавхалантарать?

«Ҫынсем нумайӑшӗ ырӑ хыпара кӑмӑл тусах итлетчӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем кашни эрнере Библи вӗренме пултарччӑр тесе пирӗн вӗсене пулӑшас килчӗ» (Бёрнетт)

Бёрнетт тата Саймона, 35 ҫулсенчи мӑшӑр, хӑйсен 12-ри Эстон тата 9-ти Кейлеб икӗ ывӑлӗпе пӗрле Австралири Квинсленд штатӗнче сахал ҫын пурӑнакан ҫӗрти Берктаун хулине куҫса кайнӑ. «Свидетельсем ҫав вырӑнта виҫӗ е тӑватӑ ҫул хушшинче пӗр хут ҫеҫ ырӑ хыпар пӗлтернӗ,— ӑнлантарса парать Бёрнетт.— Ҫынсем нумайӑшӗ ырӑ хыпара кӑмӑл тусах итлетчӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем кашни эрнере Библи вӗренме пултарччӑр тесе пирӗн вӗсене пулӑшас килчӗ».

Джим, Джек, Марк тата Карен

Маркпа Карен, 50 ҫулсенчен кӑшт иртнӗ мӑшӑр, сӑваплӑ ӗҫе Сиднейран (Австрали) инҫех мар темиҫе пухура туса тӑнӑ. Каярахпа вӗсем хӑйсен виҫӗ ачипе, Джессикӑпа, Джимпа тата Джекпа, Ҫурҫӗр территоринчи (Австрали) Ньюланбай ятлӑ шахтерсен поселокне куҫса кайнӑ. Марк калать: «Эпӗ ҫынсене юрататӑп, ҫавӑнпа ӑҫта сӑваплӑ ӗҫре тата пухура ытларах ӗҫлеме пулать, манӑн ҫавӑнта пулас килчӗ». Анчах та Карен куҫса каясси пирки кӑшт иккӗленсе тӑнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Марк та, ыттисем те пурте йӗркеллех пулать тесе шантарчӗҫ. Юлашкинчен эпӗ кайма шут тытрӑм, ҫакӑншӑн пач та ӳкӗнместӗп!»

Бенджамин, Джейд, Бриа тата Кэролин

2011 ҫулта Бенджамин тата Кэролин хӑйсен шкула ҫӳреме тытӑнман Джейд тата Бриа ятлӑ хӗрачисемпе пӗрле Квинслендран Хӗвелтухӑҫ Тимора́, Малайя архипелагӗнчи Тимор утравӗн пӗр пайне йышӑнакан пӗчӗк ҫӗршыва, куҫса кайнӑ. «Унччен эпир Кэролинпа Хӗвелтухӑҫ Тиморта ятарлӑ пионер пулса ӗҫленӗччӗ,— каласа парать Бенджамин.— Унта ырӑ хыпар сарма пире питӗ килӗшетчӗ, унти тӑвансем те пире нумай пулӑшатчӗҫ. Пирӗн унтан пач та каяс килместчӗ! Эпир хӑҫан та пулин унта таврӑнатпӑрах тесе шут тытрӑмӑр. Пирӗн ачасем ҫуралсан та, эпир хамӑр тӗллевсене улӑштармарӑмӑр, вӗсене каярахпа пурнӑҫлама шутларӑмӑр». Кэролин калать: «Пирӗн хамӑрӑн ачасене Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлекен миссионерсемпе, вефилецсемпе тата ятарлӑ пионерсемпе хутшӑнтарса ӳстерес килчӗ».

КУҪСА КАЙМА МӖНЛЕ ХАТӖРЛЕНМЕЛЛЕ?

Пӗррехинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине... шутласа пӑхмӑр-и?» — тесе ыйтнӑ (Лука 14:28). Паян та ҫемье урӑх вырӑна куҫса кайма шут тытнӑ пулсан малтан лайӑх шухӑшласа пӑхмалла. Мӗн-мӗн шута илмелле?

ХӐВӐРПА ИЕГОВА ХУШШИНЧИ ХУТШӐНУСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТӖР. Бенджамин аса илет: «Пирӗн ыттисемшӗн ҫӗклем пулас килместчӗ, пачах урӑхла, вӗсене пулӑшас килетчӗ. Ҫавӑнпа та куҫса каяс умӗн эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшрӑмӑр. Ҫавӑн пекех эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре те, пухури ӗҫсенче те ытларах хутшӑнас терӗмӗр».

Маларах асӑннӑ Джейкоб каласа парать: «Норфолка каяс умӗн эпир „Хурал башни“ тата „Вӑранӑр!“ журналсенче хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсене куҫса кайнӑ ҫемьесем ҫинчен нумай биографи вуларӑмӑр. Эпир вӗсен мӗнле йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тивнине тата Иегова вӗсене мӗнле пулӑшнине сӳтсе яврӑмӑр». Унӑн 11 ҫулхи йӑмӑкӗ Скай калать: «Эпӗ хам та, аттепе аннепе те нумай кӗлтурӑм!»

КӐМӐЛ-ТУЙӐМПА ХАТӖРЛЕНӖР. Реней каласа парать: «Эпир хамӑра килӗшекен вырӑнта, хамӑрӑн хурӑнташсемпе тата туссемпе юнашар пурӑннӑ. Ҫав вырӑнтах юлнӑ пулсан ҫӑмӑлрах пулатчӗ паллах. Анчах та эпӗ мӗн ҫухатма пултарни ҫинчен мар, пирӗн ҫемье мӗнле пиллӗхсем илме пултарни ҫинчен шухӑшларӑм».

ЫТЛАРАХ ПӖЛӖР. Нумай ҫемье хӑйсем каяс тенӗ вырӑн ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшать. «Эпир Ньюланбай ҫинчен мӗн тупма пултарнине веҫех вуласа тухрӑмӑр,— тет Марк.— Унта пурӑнакан тӑвансем питӗ ырӑ, вӗсем ҫав вырӑнти хаҫатӑн кӑларӑмӗсене те ярса пачӗҫ. Ҫакӑ пире унти ҫынсем ҫинчен тата вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен пӗлме пулӑшрӗ».

Норфолка куҫса кайнӑ Шейн ҫапла калать: «Пуринчен ытла эпӗ Турра юрӑхлӑ енсене аталантарма тӑрӑшрӑм. Эпӗ йӑваш та уҫӑ кӑмӑллӑ, ӗҫлеме юратакан тата тӳрӗ кӑмӑллӑ пулсан кирек ӑҫта та Турӑшӑн ӗҫлеме пултарасса пӗлеттӗмччӗ».

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ МӖНЛЕ ҪӖНТЕРМЕЛЛЕ?

Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе тӑракансем кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем сиксе тухсан ҫаврӑнӑҫуллӑ пулмаллине тата ал усмалла маррине пӗлеҫҫӗ. Акӑ темиҫе тӗслӗх.

Реней каласа парать: «Эпӗ ӑнкаруллӑрах пулма вӗренсе ҫитрӗм. Сӑмахран, тинӗсре ҫил-тӑвӑл тухсан, апат-ҫимӗҫ илсе килекен карапсем Норфолка пырса чарӑнаймаҫҫӗ. Ҫавӑн чухне утрав ҫинче апат-ҫимӗҫ ҫитменнипе вӗсен хакӗ ӳссех каять. Ҫавӑнпа эпӗ ал айӗнче мӗн пуррипе апат пӗҫерме вӗрентӗм». Унӑн упӑшки вара, Шейн, ҫапла калать: «Ҫавӑн пекех эпир пӗр эрнере мӗн чухлӗ укҫа кирлине палӑртса хуратпӑр, вара ҫавӑнтан ытла тӑкаклас мар тесе тӑрӑшатпӑр».

Вӗсен ывӑлӗ Джейкоб урӑх йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ: «Ҫӗнӗ пухура пирӗнсӗр пуҫне ҫичӗ ҫын анчахчӗ, вӗсем манран чылай аслӑрахчӗ. Унта манӑн хам ҫулхи туссем ҫукчӗ! Анчах эпӗ хамран аслӑрах тӑвансемпе ырӑ хыпар сарса ҫӳрерӗм, кӗҫех эпир ҫывӑх туссем пулса тӑтӑмӑр».

21 ҫулхи Джим та ҫакнашкал лару-тӑрӑва лекнӗ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Пухусенчен чи ҫывӑххи те Ньюланбайран 725 ҫухрӑмра пулнӑ, ҫавӑнпа та эпир конгрессене уйрӑмах хаклатпӑр. Тӑвансемпе калаҫас-хутшӑнас тесе эпир унта иртерех килетпӗр. Конгрессем пирӗншӗн — ҫулталӑкри чи савӑнӑҫлӑ событисем!»

«ЭПИР КУНТА КИЛНӖШӖН ПИТӖ САВӐНАТӐП!»

Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ пуянлатать» (Ытар. 10:22). Ҫак сӑмахсем тӗрӗссине тӗрлӗ ҫӗршыври тӑвансем, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсене куҫса кайнӑскерсем, хӑйсен пурнӑҫӗнче курнӑ.

«Урӑх вырӑна куҫса кайни пирӗн ачасем ҫине мӗнле витӗм кӳни пирӗншӗн чи пысӑк пиллӗх пулса тӑчӗ,— тет Марк.— Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шыракансемшӗн Иегова тӑрӑшасси пирки манӑн аслӑ ачасем халӗ пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Ҫакна нимӗнле укҫапа та туянма ҫук».

Шейн каласа парать: «Эпӗ хамӑн арӑмпа та, ачасемпе те тата ҫывӑхрах пулса тӑтӑм. Вӗсем Иегова хӑйсемшӗн мӗн туни ҫинчен каласа панине илтсен эпӗ чӗререн савӑнатӑп». Унӑн ывӑлӗ Джейкоб унпа килӗшсе ҫапла калать: «Мана кунта питӗ лайӑх. Эпир кунта килнӗшӗн питӗ савӑнатӑп!»

^ 3 абз. 2004 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинчи» «Друзья Бога на островах Дружбы» статьяна пӑхӑр, 8—11 страницӑсем.

^ 3 абз. 2012 ҫулта Австралири тата Ҫӗнӗ Зеландири филиалсене пӗрлештерсе Австралази филиалне туса хунӑ.