Рим 14:1—23

  • Пӗр-пӗрне ан айӑплӑр (1—12)

  • Ыттисен ӗненӗвне мӗн хавшатма пултарать, ҫавна ан тӑвӑр (13—18)

  • Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр, пӗрлӗхре пурӑнӑр (19—23)

14  Камӑн ӗненӗвӗ ҫирӗп мар, ҫавна хапӑл туса йышӑнӑр, хӑвӑртан урӑхларах шухӑшлакан ҫынна ан айӑплӑр.  Ҫирӗп ӗненекен ҫын пурне те ҫиме пултарать, ҫирӗп ӗненмен ҫын пахча-ҫимӗҫ ҫеҫ ҫиет.  Кам пурне те ҫиет, ҫавӑ пурне те ҫименни ҫине мӑнкӑмӑллӑн ан пӑхтӑр. Кам пурне те ҫимест, ҫавӑ та пурне те ҫиекеннине ан айӑплатӑр, мӗншӗн тесен Турӑ ӑна хапӑл туса йышӑннӑ.  Ют тарҫӑна айӑплама камах вара эсӗ? Вӑл тӑрать-и е ӳкет-и — ҫакӑн пирки унӑн хуҫи йышӑну тӑвать. Иегова* пулӑшнипе вӑл тӑрӗ.  Пӗри пӗр кун ытти кунсенчен пӗлтерӗшлӗрех тесе шутлать, тепри пур кун та пӗрех тесе шутлать. Кашни хӑй мӗн шутлани пирки пӗртте ан иккӗлентӗр.  Кам пӗр-пӗр куна тытса тӑрать, вӑл ӑна Иеговӑшӑн* тытса тӑрать. Ҫавӑн пекех кам ҫиет, вӑл Иеговӑшӑн* ҫиет, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав тӑвать. Кам ҫимест, вӑл Иеговӑшӑн* ҫимест, ҫав-ҫавах вӑл та Турра тав тӑвать.  Пирӗнтен никам та хӑйӗншӗн ҫеҫ пурӑнмасть, ҫавӑн пекех никам та хӑйӗншӗн ҫеҫ вилмест.  Эпир пурӑнатпӑр пулсан — Иеговӑшӑн* пурӑнатпӑр, эпир вилетпӗр пулсан — Иеговӑшӑн* вилетпӗр. Ҫавӑнпа та пурӑнатпӑр-и эпир е вилетпӗр-и, эпир — Иеговӑн*.  Мӗншӗн тесен Христос вилнисен тата чӗррисен Ҫӳлхуҫи пулас тесе вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те. 10  Эсӗ мӗншӗн хӑвӑн тӑванна айӑплатӑн? Эсӗ вара мӗншӗн хӑвӑн тӑвану ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхатӑн? Эпир пурте Туррӑн сучӗ* умне тӑрӑпӑр. 11  Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: «„Хампа тупа тӑватӑп, — калать Иегова*, — пурте ман умра чӗркуҫленсе ларӗҫ, пурте эпӗ Турӑ пулнине йышӑнӗҫ“». 12  Ҫапла вара, пирӗнтен кашни харпӑр хӑйшӗн Турӑ умӗнче явап тытӗ. 13  Ҫавӑнпа пӗр-пӗрне тек айӑплар мар. Ун вырӑнне тӑванӑн ӗненӗвне мӗн хавшатма пултарать е ӑна чӑнлӑх ҫулӗнчен мӗн пӑрса яма пултарать, ҫавна нихӑҫан та тӑвас мар тесе* тӑрӑшар. 14  Эпӗ Иисус Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыракан пулнӑ май акӑ мӗн пирки пӗртте иккӗленместӗп: нимӗн те хӑй тӗллӗн таса мар пулмасть. Анчах ҫын мӗне те пулин таса мар тесе шутлать пулсан, ҫавӑ уншӑн таса мар пулать. 15  Эсӗ хӑв ҫиекен апатпа тӑванна кӳрентеретӗн пулсан, эсӗ текех юратупа килӗшӳллӗн пурӑнмастӑн. Хӑв ҫиекен апатпа унӑн ӗненӗвне ан аркат, мӗншӗн тесен уншӑн Христос вилнӗ. 16  Ҫавӑнпа та эсир мӗн пирки тӗрӗс тесе шутлатӑр, ыттисем вара ҫавӑн пирки япӑх калаҫаҫҫӗ пулсан, ҫавна ан тӑвӑр. 17  Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫмеллипе, ҫимеллипе ҫыхӑнман, вӑл святой сывлӑш паракан тӳрӗлӗхпе, мирпе, савӑнӑҫпа ҫыхӑннӑ. 18  Кам Христосшӑн ҫавӑн пек ӗҫлесе тӑрать, вӑл Турра юрӑхлӑ, ӑна ҫынсем те ырлаҫҫӗ. 19  Апла пулсан, килӗштерсе пурӑнас тесе тата пӗр-пӗрне ҫирӗплетес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшар. 20  Апат пирки Туррӑн ӗҫне аркатма чарӑнӑр. Чӑнах та, пур апат-ҫимӗҫ те таса, анчах ҫын мӗн ҫини теприн ӗненӗвне хавшатать* пулсан, ҫав апата ҫини тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. 21  Аш ҫименни, хӗрлӗ эрех ӗҫменни, тӑванун ӗненӗвне хавшатма* пултаракан кирек мӗнле ӗҫе те туманни лайӑхрах. 22  Хӑв мӗне ӗненни хӑвӑнпа Турӑ хушшинче тӑрса юлтӑр. Ҫын мӗне тӗрӗс тесе шутлать, ҫавна тунишӗн хӑйне айӑпламасть пулсан, вӑл телейлӗ. 23  Анчах ҫын иккӗленсе ҫиет пулсан, вӑл айӑплӑ, мӗншӗн тесен хӑй мӗне ӗненнипе килӗшӳллӗн тумасть. Ӗненнипе килӗшсе тӑманнине туни вара — ҫылӑх.

Сноскӑсем

Е «Туррӑн суд тумалли вырӑнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑван умне такӑнтаракан чул е чӑрмав хурас мар тесе».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «теприне такӑнтарать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑванна такӑнтарма».